Иван МОТОРИН: «Яваплăха хăвăр çине илме ан хăрăр»
«Хыпар» Издательство çуртĕнче республика ертÿçи темиçе хут та пулнă-ха, анчах редакцире икĕ теçетке çул ытла ĕçлетĕп пулин те Чăваш Ен Правительствин пуçлăхĕ «хыпарçăсемпе» уйрăммăн курнăçса калаçма хăнана килнине астумастăп. Иртнĕ эрнекун «Хыпарта» ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин пулчĕ.