Комментари хушас

30 Кăрлач, 2016

Çыракана та пулăшу кирлĕ

Иртнĕ эрнекун Чăваш наци библиотекинче ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев республикăри писательсемпе ирттернĕ тĕлпулу хыççăн сăмах ăстисене хăйсене те пысăк пулăшу кирлине туйса илтĕмĕр. Кам вăл писатель? Миçен вĕсем Чăвашра? Союзĕсем те тăваттă та /Юхма Мишшин иккĕ, Хветĕр Агиверĕн «Хурăнташĕ» тата ЧР Профессионал писательсен союзĕ. Унсăр пуçне иртнĕ çул ÇИП /Çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхĕ/ чăмăртаннă/, вĕсенче вун-вун çыравçă-тăк, йышра 500 çын та пур пулĕ. Анчах та тĕлпулăва вăл е ку союзран пурĕ те 30 яхăн çыравçă çеç пынăччĕ.

Калаçу, тĕпрен илсен, чĕрĕ иртрĕ. Писательсен чунĕ тăвăлса çитни кашнин сăмахĕнче палăрчĕ.

Малтан вара хăйĕн шухăшĕпе - республикăри писательсен ĕç-хĕлне мĕнле йĕркелесе пымаллин курăмĕпе - Константин Яковлев паллаштарчĕ.

Константин Геннадиевич ЧР Культура министерствине ертсе пыма пуçличчен 15 çул Тутарстанри чăваш наци культура автономийĕн председателĕ пулнă. Автономи чăмăртаниччен вырăнти йăхташсене пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме мĕн тери йывăр килнине аса илчĕ. Кашни пĕрлĕх «утияла» хăй еннелле туртма хăтланнă. Чăвашлăх ĕçĕнче автономи тĕп вырăн йышăнсан мероприятисем ирттересси те, вĕсен пахалăхĕ те, унта хутшăнакансен йышĕ те куç умĕнчех ÿснĕ. Çавăнпа пĕрлех - хисеп-сумĕ те. Сăмахран, Тутарстанра çуллен йĕркелекен Уява республика Президенчĕ икĕ хут хутшăннă, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çитсе курнă.

Çак тĕслĕхпе, ман шухăшăмпа, Константин Геннадиевич «пĕрлĕхре - вăй» тесе каласшăн пулчĕ.

Акă хăш тытăмра тимлĕрех ĕçлеме сунчĕ вăл. Чи малтанах - вăл е ку темăпа проектсем çырса грантсем илме. Шел те, чăваш çыравçисем хальлĕхе çак енĕпе пуçаруллă теме çук-ха. Вăл е ку произведение кун çути кăтартма кĕмĕл çук-тăк - вăл вулакан патне çитеймест, лайăх кунсене кĕтсе сунтăхра выртать.

Писательсен союзне тытса тăма укçа-тенкĕ, пÿлĕм кирли пирки те чарăнса тăчĕ К.Яковлев. Социаллă пĕлтерĕшлĕ литература кăларас енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕсене писательсене явăçтармаллине те палăртрĕ. Унта çеç мар, пичетленнĕ кĕнекесене вырнаçтарас тĕлĕшпе те сăмах ăстисен сĕнĕвĕсене шута илмелле терĕ. Ку енĕпе лару-тăру йывăрлансах пырать. Сăмахран, 2011 çулта республикăри вулавăшсем валли кĕнеке туянма министерствăна 6 млн тенкĕ укçа уйăрса панă пулсан, 2015 çулта - 1,1 млн тенкĕ, 2016 çул валли вара 816 пин тенкĕ çеç палăртнă.

Константин Яковлев шухăшĕпе - писательсен хăйсен те пуçаруллăрах пулмалла. Чăвашсем пысăк йышпа пурăнакан регионсене час-часах тухса çÿремелле, халăхпа тĕл пулмалла, презентацисем ирттермелле, «çавра сĕтелсем» йĕркелемелле. Кĕскен - вулаканпа курнăçмалла, унăн шухăшĕпе паллашмалла.

Министр канашçи вырăнĕнче те писателе курма ĕмĕтленнине пĕлтерчĕ Константин Геннадиевич.

Вăл писатель ĕçне хисеплесе калаçнине туйса тĕлпулăва пынисен кăмăлĕ те уçăлчĕ ахăр, пĕрин хыççăн тепри сăмах илме пуçларĕ.

Анатолий Кибеч, сăмахран, писательсем чылай çул хăйсен еккипе пурăннине, вĕсен шăпи никама та шухăшлаттарманнине асăнчĕ. Çакăншăн, пĕр енчен, хамăрах айăплă терĕ.

Лидия Филиппова çамрăксемпе ĕç­лессине вăйлатмаллине, вĕсем валли семинарсемпе ăсталăх класĕсене йĕркелемеллине те аса илтерчĕ.

Василий Пушкин шухăшĕпе те килĕшмелле: Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш уйрăмĕнче бюджет вырăнĕ çук пулсан малашлăхра пирĕн культурăпа ăслăлăх мĕнле аталанĕç?

Геннадий Максимов писатель «Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсем тăван литературăна вулакан патне çитерекен чи кĕске çул пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Геннадий Аркадьевича вулавăшсем хупăнни кулянтарать. Тĕслĕх вырăнне вăл хăйĕн тăван Каçал тăрăхне илсе кăтартрĕ. Унта, сăмахран, иртнĕ çулсенче çеç ултă библиотекăна хупнă. Оптимизаци тени тем патне те илсе çитерет иккен. Районăн маларахри ертÿçи вара /шĕкĕр Турра, пĕлтĕр ăна должноçран хăтарчĕç/ çак пулăма: «Библиотека сĕт памасть вĕт», - тесе пĕтĕмлетнĕ-мĕн.

Тухса калаçакансем татах пулчĕç: Юрий Артемьев, Валери Туркай, Денис Гордеев, Светлана Асамат, Виктор Овчаров, Елена Светлая, Василий Кервен. Кашнийĕн сăмахĕнче - чун ыратăвĕ, малашлăх тĕллевĕ.

Надежда СМИРНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.