Тĕлпулу

2 Ака, 2016

Икĕ ен килĕштерсе ĕçлесшĕн

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Чăваш Ен делегацийĕ икĕ кун Челябинск облаçĕнче пулнă. Икĕ ен ĕçлĕ хутшăнусем йĕркелес, çĕнĕ партнерсем тупас ыйтăва сÿтсе явнă.

10 Пуш, 2016

«Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» çамрăка та, ватта та хумхантарчĕ

Нумай пулмасть республикăри Ача-пăчапа çамрăксен библиотекинче Елен Нарпи çыравçăпа тĕлпулу иртрĕ. Унăн 2015 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» кĕнеки чылай вулакан кăмăлне кайнă. Нумайăшĕ хайлавпа паллашнă та ĕнтĕ.

11 Нарăс, 2016

«Хыпарçăсен» те çанă тавăрса ĕçлемелле

Нумаях пулмасть «Хыпар» Издательство çуртĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов пулчĕç. Хăнасемпе калем ăстисем «çавра сĕтелре» тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç.

11 Нарăс, 2016

Çамрăксене клубсем хупăнни кулянтарать

Иртнĕ эрнере Пĕтĕм Раççейри «Молодая Гвардия Единой России» общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн хастарĕсем тата республикăри студентсен пĕрлешĕвĕсен представителĕсем ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче хускатнă хăш-пĕр ыйтăва ЧР Наци библиотекинче иртнĕ тĕлпулура сÿтсе яврĕç. Мероприятие ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, ЧР вĕренÿ министрĕн заместителĕ Сергей Кудряшов хутшăнчĕç.

9 Нарăс, 2016

Пушарнăйсемпе çăлавçăсен ĕçне тĕплĕн çутатнăшăн тав турĕç

Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче "Хыпар" Издательство çуртĕнче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме тесе тăрăшакансен пĕр ушкăнĕ - Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин /ВДПО/ Чăваш регион уйрăмĕн председателĕн заместителĕ Галина Кулагина тата Татьяна Дергунова аслă инструктор, ВДПО ĕçченĕ Константин Петров, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пресс-службин пуçлăхĕ Ольга Нягина - пулчĕç.

Pages