Тĕлпулу

20 Çу, 2016

ВТБ Чăваш Енпе ĕçлессине анлăлатма хатĕр

ВТБ банк Чăваш Енри позицийĕсене çирĕплетес тĕллев тытни куçкĕрет. Çакăн пирки банкăн регион сечĕн департаменчĕн ертÿçи — аслă вице-президенчĕ Михаил Волков Шупашкара килнĕ май республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ирттернĕ тĕлпулура та калаçу хускалчĕ.

13 Çу, 2016

Бизнеспа влаç — куçа-куçăн

Кунашкал тĕлпулу йĕркеленине астумастăп: Наци библиотекинче ĕнер республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев предпринимательсен пĕрлĕхĕпе курнăçрĕ. Чăннипех уçă калаçу пулчĕ.

13 Çу, 2016

Акимовсемпе мăнаçланатпăр

2013 çулхи хĕллехи Универсиадăран çĕнтерÿпе таврăннă биатлонисткăна Татьяна Акимовăпа /ун чухне — Семенова/ унăн вĕрентекенне Анатолий Акимова ЧР Правительство çуртĕнче чыслани халĕ те куç умĕнчех-ха.

11 Çу, 2016

Леонид Якубович: Сирĕн республикăна килсен чун савăнать

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче чăваш çĕрĕнче Раççей Геройне, авиацин генерал-лейтенантне, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинне Николай Гаврилова тата Раççей Федерацийĕн халăх артистне, пурте пĕлекен телекăларăма ертсе пыракан Леонид Якубовича йышăннă.

8 Ака, 2016

Итали Чăваш Ене инвестици хывасшăн

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юнкун Итали делегацине йышăннă. Тĕлпулăва экономика аталанăвĕпе ял хуçалăх министрĕсем Владимир Аврелькин тата Сергей Артамонов, «ТУС» АУО гендиректорĕ Николай Угаслов, Шупашкарти арматура завочĕн ертÿçисем Иван Павловпа Денис Володось хутшăннă.

Pages