Комментари хушас

8 Ака, 2016

Итали Чăваш Ене инвестици хывасшăн

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юнкун Итали делегацине йышăннă. Тĕлпулăва экономика аталанăвĕпе ял хуçалăх министрĕсем Владимир Аврелькин тата Сергей Артамонов, «ТУС» АУО гендиректорĕ Николай Угаслов, Шупашкарти арматура завочĕн ертÿçисем Иван Павловпа Денис Володось хутшăннă.

М.Игнатьев республикăра бизнеса саракансене, унта инвестици хывакансене хавхалантарнине, пулăшнине палăртнă. Пирĕн бизнес пĕрлĕхĕпе Правительство ял хуçалăхĕнчи, промышленноçри, вĕренÿри усăллă хутшăнусене аталантарма тăрăшнине ырлать çеç тенĕ. 2015 çулта Чăваш Ен промышленноçпа инженери технологийĕсен енĕпе, «Автоматизаци, радиотехника тата электроника» специализаципе Регионсен хушшинчи центр туса хурас тĕллевпе ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ. Пирĕн командăна професси ăсталăхĕн WorldSkills конкурсĕнче ăмăртма унта хатĕрлесшĕн. Дмитрий Медведев пушăн 1-мĕшĕнче республикăна килсен кадрсем хатĕрлессипе çыхăннă ĕçе пысăка хурса хакланă.

Итали делегацийĕн тата «Бандекки» ООО ертÿçи Стефано Бандекки, Чăваш Енре кăçалхи нарăс уйăхĕнче пулнăскер, çĕнĕ производство уçас тĕллевпе инвестици хывмалли лаптăк суйласа илес шухăша пуçран кăларса пăрахманнине тепре çирĕплетнĕ. Компани тата асăннă завод импорт тавара вырăнта туса кăлараканнипе улăштарас тĕллевпе пĕрлехи проекта пурнăçа кĕртесси пирки килĕшÿ çирĕплетнĕ. Вĕсем заводăн продукци ассортиментне пысăклатасшăн, пăрăх тăсмалли арматура производствине модернизацилесшĕн.

С.СЕРЕГИН

 

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.