Тĕлпулу

11 Нарăс, 2015

Ял-поселоксене - оптикăлла çыхăну каналĕсем

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев февралĕн 10-мĕшĕнче "Ростелеком" АУО вице-президенчĕпе - "Волга" макрорегион филиалĕн директорĕпе Дмитрий Проскурăпа тĕл пулчĕ. Вĕсем РФ Çыхăнупа массăллă коммуникацисен министерстви, Чăваш Республики тата "Ростелеком" АУО хушшинче 3 енлĕ Килĕшÿ тумалли майсене сÿтсе яврĕç.

25 Раштав, 2014

Хутшăнусем анлăланĕç

Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи /ФАО/ полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Алексей Суховпа Китай Халăх Республикин ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ Чэн Гопин ертсе пынипе декабрĕн 22-мĕшĕнче Ульяновск хулинче ФАО регионĕсемпе Китайри Янцзы юханшывăн тури тата вăтам тăрăхĕнчи провинцийĕсен пĕрлехи ĕç ушкăнĕсен çумпредседателĕсен тĕлпулăвĕ иртнĕ.

6 Раштав, 2014

«Муркашра тахçанах эп пулманччĕ...»

Вулаканпа куçа-куçăн тĕлпулни, вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлни пирĕншĕн, журналистсемшĕн, питĕ кирлĕ. "Хыпарăн" хальхи йышĕпе, мĕнпур кăларăм ĕçченĕсемпе района тухни тахçанах пулманччĕ.

Pages