Тĕлпулу

18 Пуш, 2015

Михаил Игнатьев: «Элĕксен вăй-хăват пур»

Мартăн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Элĕк районне çитсе килчĕ. Вăл район пухăвĕн депутачĕсемпе, ял тăрăхĕсен депутачĕсемпе тата пуçлăхĕсемпе ирттернĕ тĕлпулăва çавăн пекех вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Ванеркин, Владимир Мидуков хутшăнчĕç.

Малтанах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене тата тыл ĕçченĕсене «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе - 70 çул» юбилей медалĕсем пачĕ.

14 Пуш, 2015

Республика Пуçлăхĕ журналистсемпе тĕл пулчĕ

Влаçăн тĕрлĕ шайри юппине нумай чухне халăхшăн “тăрăшманшăн” сăмах лекет. Çав вăхăтрах пирĕнтен чылайăшĕ хамăрăн пурнăçа çăмăллăх кÿрекен йышăнусем пирки пĕлмест те. Ыйту: мĕн тумалла?

3 Пуш, 2015

Йĕпреçсем чăваш хаçат-журналне юратса вулаççĕ

«Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем районсене тухса хăйсен вулаканĕсемпе тĕлпулусем йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Иртнĕ эрнекун Йĕпреç районĕнчи Хурамала çитрĕмĕр. Ял çыннисем пире çывăх тăванне кĕтнĕ пекех тарават йышăнчĕç. Куçĕсем тулли савăнăçпа çиçеççĕ.

20 Нарăс, 2015

Раниф Вахитов: «Чăвашсем мана пуçана теççĕ»

«Тăвăллă чунлă тутар ачи,
Чăвашла юр юрлать çĕкленсе.
Çилçунатлă чупать катаччи
Ун чĕри, хĕвелпе хĕмленсе.
Юрлать Раниф, юрлать чăваш юрри.
18 Нарăс, 2015

Хамăр вăхăтри паттăрсене пĕлмеллех

Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕнче ырă йăла-йĕрке сахал мар. Вĕсенчен уйрăмах курăмлисем - Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин тата Çĕнтерÿ кунĕсене халалласа ирттерекен мероприятисем. Хальхинче студентсем Афган вăрçине хутшăннă ентешсемпе тĕл пулчĕç.

Pages