«Муркашра тахçанах эп пулманччĕ...»

6 Раштав, 2014

Вулаканпа куçа-куçăн тĕлпулни, вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлни пирĕншĕн, журналистсемшĕн, питĕ кирлĕ. "Хыпарăн" хальхи йышĕпе, мĕнпур кăларăм ĕçченĕсемпе района тухни тахçанах пулманччĕ. Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай ертсе пыракан пысăк ушкăн декабрĕн 2-мĕшĕнче Муркаш районне çитсе килчĕ.

Тĕлпулу районти культура çуртĕнче иртрĕ. Эпир çитнĕ вăхăтра кунта Юрий Жуков композитор ертсе пыракан ветерансен халăх хорĕн репетицийĕ пыратчĕ. Эпир те вĕсен илемлĕ юррисене итлесе килентĕмĕр.

Район администраци пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев та хутшăнчĕ уява. Ростислав Николаевич ĕç кунне яланах "Хыпар" хаçатран пуçлать. Вăл пире хăйĕн шухăшне те пĕлтерчĕ, хаçат чĕлхине пăртак ансатлатмалли, хăш-пĕр сăмаха словарьсĕр те ăнланма май çукки пирки каласа хăварчĕ.

Валери Туркай хăйĕн сăмахне "Муркашра тахçанах эп пулманччĕ..." çак район çыннисене халалланă сăвăпа пуçларĕ. Вулакансене паянхи "Хыпар" хаçат шăпи пирки каласа кăтартрĕ, илемлĕ литература парнелерĕ. Валерий Владимирович çырăнтару ĕçĕпе кăсăкланнă май халăха хаçат-журнал хакĕ ÿссе кайнин сăлтавне те уçса пачĕ.

"Хаçат ăнланмалла мар пулни - вулакансен инкекĕ те. Шел те, чылай çĕрте ахаль çынсем те, ертÿçĕсем те чăвашла таса калаçма пĕлмеççĕ. Тăван чĕлхене ют чĕлхери сăмахсемпе вараламасăр калаçнине сахал илтме пулать халĕ. Таса чăваш ялĕсем те вырăсланма пуçларĕç", - терĕ "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕн заместителĕ Геннадий Максимов. Геннадий Аркадьевич ачасене ытларах вулаттармалли, вĕсемсĕр малашлăх пачах та çукки пирки те пусарсах каларĕ. "Хыпар" хаçат вулакан тĕрĕс çул çинчен нихăçан та пăрăнмасть, ĕçке те ярăнмасть. "Хыпар" ырра кăна вĕрентет", - палăртрĕ тĕп редактор заместителĕ.

"Тăван Атăл", "Капкăн" журналсен шеф-редакторĕсем Арсений Тарасов, Николай Петров-Ишентей хăйсен кăларăмĕсемпе паллаштарчĕç. "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕн заместителĕ, Чăваш халăх писателĕ Сергей Павлов "Хресчен сасси" пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

Журналистсемпе пĕрле çула тухнă Валерий Дмитриев, Алина Михайлова юрăçсем уява илемлĕ сĕм кĕртрĕç, çакă икĕ енлĕ хутшăнăва тата та çывăхлатма пулăшрĕ.

Елена АТАМАНОВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.