«Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» çамрăка та, ватта та хумхантарчĕ

Нумай пулмасть республикăри Ача-пăчапа çамрăксен библиотекинче Елен Нарпи çыравçăпа тĕлпулу иртрĕ. Унăн 2015 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» кĕнеки чылай вулакан кăмăлне кайнă. Нумайăшĕ хайлавпа паллашнă та ĕнтĕ. 37-мĕш шкулта аслă класра вĕренекенсем вĕсен йышĕнче. Ачасем Елена Петровнăпа тĕл пулма хаваспах килчĕç.

Тĕлпулу калаçу евĕрлĕ йĕркеленсе пычĕ, Елен Нарпи çамрăксен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлчĕ. «Тĕп сăнарсен вырăнĕнче эсир хăвăра мĕнлерех тытăттăр?» - тесе ыйтрĕ. «Повеçри Любăпа Марсель пекех», - килĕшрĕ чылайăшĕ.

Кĕнекери тĕп сăнарсем - университет сакки çине ларнă Люба чăваш хĕрĕпе тутар каччи Марсель - пĕр-пĕрне чунтан юратаççĕ. Тĕрлĕ халăх ывăлĕпе хĕрĕ пулни те хăратмасть вĕсене, тĕрлĕ тĕне ĕненни те чăрмав мар. Çапах та мăшăрăн уйрăлма тивет. «Ытла та хурлăхлă-çке вĕçĕ», - тесе палăртрĕ чылайăшĕ.

- Ку хайлава çырнă чухне эпĕ сирĕнтен кăшт çеç аслăрах пулнă, - паллаштарчĕ хайлавăн иторийĕпе çыравçă. - Тата унти ĕç-пуçа эпĕ чăн пурнăçран илнĕ. Çавăнпа вăл вулакан чунне пырса тивет.

- Мĕншĕн-ха ятне шăпах çапла панă? - ыйтмасăр чăтаймарĕ тĕл пулăва ертсе пыракан таврапĕлÿ уйрăмĕн пуçлăхĕ Э.Н.Малеева.

- Хайлав ятне парасси - чи кăткăсси маншăн, - терĕ автор. - Ун пирки чылай шухăшласа çÿресен те хăш чухне пуçа тÿрех килмест. Тĕрĕссипе, малтанхи ячĕ пачах урăхлаччĕ, анчах вăл мана хама килĕшместчĕ. Повеçе çырса пĕтернĕ хыççăн ячĕ хăех çуралчĕ. Мĕншĕн «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки»? Пăрлă шыв - Любăн, тĕп сăнарăн, Марселе тĕл пуличченхи пурнăçĕ. Вăл унăн кичем те тĕссĕр иртнĕ, шăнса ларнă шыв тейĕн, хĕвел пайăрки - Любăпа Марсель хушшинче çуралнă таса та пысăк юрату. Вăл Любăн пурнăçне хĕвел пайăрки пек çутă кĕртет.

Кĕнекери тĕп сăнарсем çамрăксем пулин те вăтам çулсенчи тата çулланнă вулакансен чĕринче те тарăн йĕр хăварнă.

- Мĕн тери интересленсе, каялла таврăна-таврăна вуларăм çак повеçе, - хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕ библиотекăн чи çывăх тусĕ Р.Т.Терентьева педагог. - Çакăн пек кăсăк хайлава чăвашла вулани çеç çителĕксĕр, вырăсла куçарсан та питĕ аван пулĕччĕ. Ыттисем те паллашчăр чăваш хĕрĕпе тутар каччин таса юратăвĕпе.

- Ку шухăша та шута илетĕп, - килĕшрĕ Елен Нарпи. - Тепĕр вăрттăнлăха та уçса парам сире. Халĕ «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» повеçе тутарла куçараççĕ.

- Пăрлă шывра та хĕвел пайăрки курăнать пулсан повеçĕн малаллине те вуласса шанатпăр, - терĕ Р.Т.Терентьева.

- Шантаратăп: хатĕрлетĕп, анчах та вăл урăх хайлав пулĕ, - савăнтарчĕ Елен Нарпи çыравçă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.