Комментари хушас

6 Нарăс, 2016

Алă усма ирĕк çук...

Республика ертÿçисем Чăваш Енри лару-тăрупа вырăна тухса паллашасси, ĕç коллективĕсемпе тĕл пуласси тахçанах ырă йăлана çаврăннă. ЧР Правительство ертÿçи Иван Моторин тата ЧР информаци полтикин министрĕ Александр Иванов ĕнер "Хыпар" çуртĕнче пулса курчĕç, журналистсен, техника, шут ĕçченĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Малтанах "Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Михаил Арланов чăваш тĕп хаçачĕн историйĕпе, коллектив ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Çавна май чăваша хăйĕн чĕлхипе тухса тăракан пичет кăларăмĕ кирлех иккенне тÿре-шарана пĕр ĕмĕр ытла каяллах ĕнентерме, ăна кун çути кăтартма ÿкĕте кĕртнĕ ăсчахăмăра Николай Никольские аса илчĕ. Кăрлач уйăхĕнче 110 çул тултарнă шурсухал "Хыпар" тавра паян республикăра тухса тăракан наци пĕтĕм кăларăмĕ пĕрлешнĕ. "Пĕрлĕхре вăй” темелле. Анчах та "Хыпарăн” паянхи кун-çулĕ çăмăл, çулĕ такăр тееймĕн. Йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре Правительство шайĕнче сÿтсе яврĕç "хыпарçăсем”.

Тĕрĕссипе, тÿре-шарана та, МИХсен ĕç-ченĕсене те пĕр ыйтусемех пăшăрхантараççĕ: çамрăксем кĕнеке-хаçат таврашне вуласшăнах мар, çырăнакансен хушшинче ытларах - аслă ăру çыннисем. Почта тăкакĕсем питĕ пысăк, çавна май хаçат-журналăн çырăнтару хакĕ вышкайсăр ÿссе каять. Журналиста ури тăрантарать текен каларăш калем ăстисен кĕсье хулăнăшĕпе пĕр килмест юлашки вăхăтра. Çав вăхăтрах çыраканăн та çемье çавăрмалла, ача çуратса ÿстермелле...

Пурпĕр хăйсем пирки кăна мар, республикăри лару-тăру пирки те пăшăрханнине пытармарĕç журналистсем. Промышленноç предприятийĕсенче те акă лару-тăру чаплă тееймĕн. Çитменнине, пĕрин хыççăн тепри хупăнать, инвестици кÿршĕ регионсене каять... Иван Борисович ку енĕпе çапах та шăпах Чăваш Енре лару-тăру пит начарах маррине палăртрĕ. Мускавра Владимир Путинпа тĕл пулнă чухне те республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ку сăлтавпа пичĕ хĕрелме сăлтав пулман. Юлашки 5 çулта, калăпăр, республикăра промышленноç аталанăвĕ Раççейри вăтам шайринчен пысăкрах. Чи кирли - промышленноç стабильлĕ аталанса пырать, çулсерен 5-10 кăсăклă çĕнĕ проект хута каять. Йывăрлăхсем, чăн та, пур. Трактор тăвакан заводра вăй хуракан 10000 яхăн çын - хăрушлăхра. Анчах та республика ертÿçисене ку енĕпе татăклă сăмах калама йывăртарах - завод ертÿлĕхĕнче те, директорсен канашĕнче те сасă пама ирĕк çук. Çапах та çыннисем хамăрăн. Апла тăк, алă усма та ирĕк çук.

"Чăваш бройлерĕнче” вара лару-тăру урăхларах - унăн 49: республика харпăрлăхĕ шутланать. Çавăнпа çăмăллăнах парăнасшăн мар-ха. Пушшех те, республикăри паллă усламçă ăна хăйĕн хÿттине илме хирĕç мар. "Кĕрешетпĕр”, - шанăç хушнăн пĕтĕмлетрĕ Иван Моторин.

Ыйтусене хуравланипе пĕрлех сĕнÿсем те пачĕç премьерпа министр. Сăмахран, тăкаклă кăларăмсен тĕлĕшпе татăклă йышăну кирлĕ - тен, вĕсене хушма кăларăм пек кун çути кăтартмалла? МИХсен тупăш çăлкуçне шырама ÿркенмелле мар. Çырăнтару, рекламăсăр пуçне, тĕслĕхрен, Наци академийĕн гранчĕсемшĕн тупăшмалла-кĕрешмелле. Хăрамалла мар, ÿркенмелле мар кăна.

Тĕрĕссипе, кĕрешмелле, парăнмалла мар шухăш тĕлпулура явăнчĕ кăна темелле. Паян никама та çăмăл мар, укçа тÿперен çăвасса кĕтмелле мар. Хăçан уçăмланĕ, лайăхланĕ лару-тăру? Кам калама пултарĕ? Хыснара ытлашши укçа çук. Лайăхланма мар, начарланма та, палăртни пурнăçланмасса та пултарать... Анчах та ку пĕтĕмлетÿ журналистсен кăмăлне пусăрăнтарчĕ теме çук. Çăмăл пурнăçа, ямăттине хăнăхманскерсем çанă тавăрма яланах хатĕр.

Маргарита МИХАЙЛОВА.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.