Хĕвел алă сулса «ăсатрĕ» Йĕпреçе!

27 Çурла, 2015

Урамра иккĕн сак çинче кăмăллăн шăкăл-шăкăл калаçса лараççĕ. Иккĕмĕш сыпăкри тăвансем вĕсем: Данилка Николаевпа Арина Николаева. Канаш районĕнчи Алешево ялĕнче пурăнакан арçын ача çак тĕлпулăва хăçантанпа кĕтсе пурăнчĕ! Ытла та аякра, Мурманск тăрăхĕнче тĕпленнĕ йăмăкĕ килес куна пÿрне хуçлатса шутласа пычĕ вăл. Кĕтнĕ вăхăт тинех çитрĕ.

- Кур-ха, кур, Арина! Хĕвел хăй çулĕнчен пăрăнмасăр анать, анать... Темшĕн вăл паян ытти кунсенчи пек мар, ялкăшса та çуталмасть. Ун çине тем чухлĕ пăхсан та куçа йăмăхтармасть. Мана вăл ытама кĕми глобус пек туйăнать, - терĕ Данилка пÿрнине çÿлелле тĕллесе.

Кăвак пĕлĕт катрамĕ хĕвел çывхарасса çеç кĕтнĕ тейĕн, ăна вăштах хăйĕн хĕвне хупрĕ. Тавралăх палăрмаллах тĕксĕмленчĕ.

- Хĕвел пĕлĕте ларчĕ. Ыран çумăр çăвасса ахăртнех. Шел, ыран санăн кукаму патне Йĕпреç районĕнчи Вăтаелне каясси пулмасть ахăртнех, - терĕ арçын ача пит-куçне пĕркелентерсе.

- Унашкал шухăшлама васкар мар-ха, - пÿлчĕ сасартăках Арина пиччĕш-не.

Чăнах, тĕлĕнтермĕш тейĕн. Шĕл-кăварлă хĕвел пĕлĕте виçĕ тĕлтен шăтарнă та ачасем çине йăл кулса пăхать. Пĕр харăс виçĕ хĕвел тейĕн.

- Илтетĕн-и, Данилка, хĕвел пирĕн-пе калаçать! - хаваслăн çатăлтатрĕ Арина чăлтти-чалтти сиккелесе.

- Çу-у-ук! Нимĕн те илтместĕп.

- Вăл: «Ан кулянăр, ыран каллех сирĕнпе выляма тухатăп. Каç енне ырă çул сунса Йĕпреç еннелле ăсатса ярăп», - терĕ. Апла пулсан, çумăр çумасть ыран, Данилка! - терĕ Арина пиччĕшĕпе йăл кулса калаçнă май.

- Ай, йăмăкăм! Сăмах ыйтма кÿрше каçмастăн иккен эсĕ. Кăмăла çĕклеме те пĕлетĕн, - терĕ Данилка та хавхалансах.

...Чăн та, ачасене хĕвел «суймарĕ». Тепĕр кунне çанталăк уяр та ăшă пулчĕ. Ачасем аслисемпе Йĕпреç тăрăхне пĕтĕм кăмăлтан пырса кĕчĕç.

Пахчара çĕрулми кăларнă çĕрте те тăрăшрĕç пĕчĕк хăнасем. Витрене иккĕмĕш çăкăра ярса тĕпсакайне васкарĕç. Утса мар, чупса ĕçлерĕç пиччĕшĕпе йăмăкĕ. Каç енне урама выляма тухрĕç. Ара, Аринăн мăн кукамăшĕ патне те мăнукĕсем - пĕртăван Артемпа Эля тата Рома Пашковсем хăнана килнĕ-çке.

Эх, пиллĕкĕн тата хаваслăрах иртрĕ çав кун. Пытанмалла вылярĕç, «Тетте» журнала та пĕтĕм кăмăлтан шĕкĕлчерĕç.

...Паян Данилка шухăшлă. Çапах йăл кулса пăхакан хĕвел çинелле пĕтĕм кăмăлтан пăхрĕ.

- Пĕлетĕн-и, хĕвелĕм, Арина та Мурманска кайрĕ, виçĕ пĕртăван та хăйсен килĕнче ĕнтĕ паян. Çапах та асра юлмалли кунсем пулчĕç маншăн Йĕпреç тăрăхĕнче, - терĕ сасăпах.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Канаш районĕ,

Алешево.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.