Китайра чăваш çамрăкĕсенчен тĕлĕннĕ

13 Çурла, 2015

Июлĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа августăн 8-мĕшĕччен Китайри Чэнду хулинче çамрăксен форумĕ иртнĕ. Кунашкал мероприяти пĕлтĕр Самар облаçĕнче пулнăччĕ: "iВолга-2014" форума Китайри 150 студент килнĕччĕ. Хальхинче Китайра иртнĕ мероприятие Раççейре пурăнакан 152 çын хутшăннă. Вĕсенчен 11-шĕ - Чăваш Енрен. Ĕнер çав хастарсемпе ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин тĕл пулчĕç. Малалла вулас...

Рубрика: 
Теги: