Канăва йĕркелеме те пĕлмелле
Паян Шупашкарта ĕçлĕ визитпа федерацин Туризм агентствин ертÿçи Николай Королев пулчĕ.
Николай Королев ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулса калаçнă, Правительство çуртĕнче «Чăваш Ен этносĕ» туристпа рекреаци кластерне тăвасси» инвестици проектне пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтупа ирттернĕ канашлăва хутшăннă. Ун хыççăн Николай Королевпа Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.
— «Чăваш Ен этносĕ» инвестици проекчĕн пĕрремĕш тапхăрне пурнăçа кĕртрĕмĕр. 2013 çулта ĕçе пуçăннăччĕ, Туризм агентствипе нумай ĕç турăмăр. Федераци пулăшăвĕсĕр пире йывăр килĕччĕ. Хута кайнă об˜ектсем — пĕтĕмпех хула, республика çыннисем тата пирĕн пата килекен туристсем валли. Тепĕр тапхăр 2019-2025 çулсемпе çыхăннă. Çав çулсенче пирĕн юхан шыв туризмĕн круиз центрне тумаллах. Эпир çак ĕçе пуçăнатпăр, сăмаха тытатпăр. Пĕчĕк хуласенче те туризма аталантармалла, агротуризма вăй памалла. Çак ĕçе пур усламçа та, хăйне Раççей патриочĕ тесе шутлакансене, явăçтармалла, — хăйĕн шухăшне палăртрĕ Михаил Васильевич. Ытти ыйтăва журналистсем хăнана пачĕç.
— Николай Вадимович, юхан шыв туризмне аталантарас тесен мĕн тумалла?
— Манăн шухăшпа, Чăваш Енĕн ку енĕпе пуçаруçă пулма йăлтах çителĕклĕ. Паянхи тĕллев вара — туса пĕтернĕ объектсене ĕçлеттермелле. Ун хыççăн федерацин тĕллевлĕ тепĕр программине пурнăçа кĕртмелле. Çакăн валли пурте пур. Чăваш Енĕн проекчĕ — Раççей субъекчĕсем хатĕрленĕ чи лайăх ĕçсен шутĕнче.
— Ял туризмĕ пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрар-ха.
— Пĕтĕмĕшле илсен, Раççейре пляж туризмне ытларах кăмăллаççĕ. Çуллахи вăхăтра канакансенчен ытларахăшĕ тинĕс хĕрринче хĕвел айĕнче хĕртенесшĕн. Тĕрĕссипе, пляж канăвĕ тинĕс хĕрринче çеç мар, çĕршывра тем чухлĕ юхан шыв. Ял туризмĕн аталанăвне таса та тĕрĕс апатланупа, уçă сывлăшпа илĕртсе аталантарма майсем пур. Çакă вара унта пурăнакансенчен нумай килет. Ку енпе ĕçлеме кăмăлĕ пур-и вĕсен?
Комментари хушас