"Тетте" пултăр çывăх тус!

13 Утă, 2018

Паян Шупашкарти 15-мĕш ача садне çӳрекенсем "Хыпар" Издательство çурчĕ кăларакан «Тетте» журнал редакцийĕнче хăнара пулчĕç. Ача-пăчан хаваслă сасси Пичет çуртне уяв сĕмĕ кĕртрĕ. «Ăçтан килнĕ-ха ку пуканесем?» — тĕлĕнчĕ иртен-çӳрен.

Татьяна Якимова воспитатель ачасене тахçанах «Тетте» журналпа туслаштарнă иккен, вĕсенчен чылайăшĕ юратнă кăларăма çырăнса илет. Хальхинче шăпăрлансемпе пĕрле амăшĕсем те редакцире пулса курас тенĕ. Алина Ларшникова редактор «Тетте» журнала хатĕрлес ĕç мĕн тери кăсăклă иртнине пĕлтерсен ăна çырăнас текенсем татах та тупăнчĕç.

Паллах, ача-пăчана вăйă-кулă илĕртет. «Теттере» вĕсем сĕтел çи вăййине уйрăмах кăмăлланине пĕлтерчĕç. Камăн ăсĕ çивĕчрех пулнине тĕрĕслеме редакци ĕçченĕсем тупмалли юмахсем вуларĕç. Эх, ачасем пĕри тепринчен маттуртарах пулнине кăтартасшăн алă çĕкле-çĕкле тупсăмĕсене янăраттарчĕç. Чи нумай тĕрĕс хурав панисем парнеллĕ пулчĕç.

Çĕнĕ çулта Хĕл Мучине чĕнме хăнăхнăскерсем хальхинче хыттăн кăшкăрса Теттене кĕтрĕç. Чĕрĕ тетте ачасен кăмăлне тупма пĕлчĕ: вĕсемпе пĕрле савăнчĕ те кулчĕ, хăваламалла вылярĕ, ташларĕ. Туслă ушкăн юратнă Теттепе асăнмалăх сăн ӳкерĕнчĕ. Аврора ятлă хĕрача вара илемлĕ сăвă вуласа тĕлĕнтерчĕ. Хăш-пĕр ача тахçанах чăн-чăн фотоаппаратпа сăн ӳкерсе курма ĕмĕтленнĕ. Паян журналистсем пулăшнипе вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ.

Ачасем «Тетте» журнал редакцине татах та килсе курма шантарчĕç. Эпир вара пĕчĕк тусăмăрсене яланах хапăлласа йышăнатпăр!

Комментари хушас