Раççей шайĕнчи "Студентсен çуркунни" Шупашкарта иртĕ-и?

1 Çĕртме, 2018

Çу уйăхĕн 15-20-мĕшĕсенче Ставрополь хулинче иртнĕ "Раççейри студентсен çуркунни" фестивале Чăваш Ен çамрăкĕсен команди те хутшăннă. Вĕсем ултă призлă вырăна тивĕçнине палăртма кăмăллă. Республикăран пурĕ 75 яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пултарулăхне кăтартнă.
Раççейĕн 80 регионĕн командипе тупăшма тивнĕ вĕсен. Паян фестиваль çĕнтерÿçисемпе ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ЧР вĕрентÿ министрĕ Александр Иванов тĕл пулчĕç. Республикăри тĕрлĕ аслă пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсем Михаил Васильевича ыйтусем те пачĕç. Сăмахран, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн студенчĕ, "Черлидинг" ушкăн капитанĕ тренировкăсем ирттермешкĕн ятарлă хатĕрсем, зал кирлине пĕлтерчĕ. Республуика ертÿçи кашни ыйтăва туллин хуравларĕ, хăйĕн студентлăхне те аса илчĕ. "Сирĕн ăнăçун вăрттăнлăхĕ мĕнре?" – янăрарĕ тепĕр ыйту. "Ĕçченлĕх. Çитĕнÿсем тăвас тесен акă мĕн кирлĕ", – сĕнчĕ Михаил Васильевич.
Палăртмалла: кăçал "Студентсен çуркуннине" хутшăнакансем пуçласа ултă номинацире малти вырăнсене йышăннă. Жюрисем пултаруллă чăваш çамрăкĕсен юрри-ташшине пысăк хак панă. Республикăн хăш-пĕр ушкăнне мероприяти хупăннă кун гала концерта хутшăнтарнă. Тĕл пулура 2020 çул Пĕтĕм Раççейри "Студентсен çуркуннине" пирĕн республикăра ирттересси пирки те сăмах пуçарчĕç. Михаил Васильевич хапăлласах ку сĕнĕве йышăнчĕ. "Çак мероприяти Чăваш Республики 550 çул тултарнипе çыхăнтарсан питĕ аван", – палăртрĕ вăл. Студентсем фестивальте кăçал Чăваш Ен чысне тивĕçлĕ хÿтĕленĕшĕн тата вĕсене лайăх хатĕрленме пулăшнăшăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн культура керменĕн директорне Анна Заворзаевăна, культура йĕркелÿçине Андрей Патшина, ÿнер ертÿçине Дмитрий Капустина ЧР Пуçлăхĕн Тав хучĕпе чысларĕç.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас