Комментари хушас

26 Чÿк, 2015

Космос одиссейи

Шупашкарти Андриян Николаев ячĕллĕ 10-мĕш шкул Пĕтĕм тĕнчери «Космос одиссейи» эрнелĕхе хастаррăн хутшăнчĕ. Чи асра юлни вара юпа уйăхĕнче 8-11 класра вĕренекенсем Ярославль хулине кайса килни пулчĕ.

Раççей космонавчĕсем 10-мĕш шкулта - тăтăш хăнасем. Андриян Григорьевич çуралнăранпа 86 çул çитнине паллă тума кăçал Шупашкара килнĕ космонавтсем - Виктор Горбатко, Виктор Савиных, çавăн пекех паллă конструктор, «Восток» карапа тăвакансенчен пĕри - Виктор Благов, «Новости космонавтики» журналăн тĕп редакторĕ Игорь Маринин та авăнăн 5-мĕшĕнче легендарлă ентешĕмĕр ячĕллĕ шкулта пулнăччĕ.

Андриян Григорьевич хĕрĕ Алена Андриановна Терешкова та Шупашкарти 10-мĕш шкулта кашни çулах пулать. Кăçалхи авăнăн 8-мĕшĕнче унпа пĕрле космонавтсене хатĕрлекен наукăпа тĕпчев Центр аппарачĕн ертÿçи Виктор Плакида та килчĕ. Виктор Иванович шкул ачисене космоспа çыхăннă техника специальноçĕсемпе паллаштарчĕ.

Космонавтика эрнелĕхĕнче Алена Андриановна 10-мĕш шкул ачисене Валентина Терешковăн тăван хулине кайса курма чĕнчĕ. Чăваш патшалăх канашĕн депутачĕ Ильяс Калмыков пулăшнипе вĕренекенсем Ярославле пуçтарăнчĕç.

Ярославльте шкул ачисене Алена Андриановна кĕтсе илчĕ, ăшшăн саламларĕ, амăшĕн тăван çĕршывне килнĕшĕн тав турĕ. Вĕренекенсем «Совет космонавтикин легендисем» экскурсире пулчĕç, тĕлĕнмелле экспонатсем курчĕç. Культурăпа çутĕç центрĕн абсерваторийĕнче ирттернĕ «Çăлтăрлă тÿпе мул-тупри» интерактивлă лекци мĕнлерех тыткăнларĕ: Ярославльте кĕркунне мĕнле çăлтăрсем, çăлтăр ушкăнĕсем курăннине пĕлчĕç Шупашкарсем. «Çăлтăрсем çинчен каланисем» программа уçлăх легендисемпе, халапĕсемпе паллаштарчĕ. Сĕм авалхи хавхасене çеç мар, паянхи мифсене те шута илчĕ çак кăсăклă программа. Вĕренекенсем «Космосри физика» интерактивлă урокра та пулчĕç, астрономипе тата физикăпа хăйсем мĕн пĕлнине тĕрĕслерĕç. Çĕнтерÿçĕсем планетари парнисене тивĕçрĕç. Ыттисене те манса хăвармарĕç - асăнмалăх сувенирсем пачĕç. Культурăпа çутĕç центр директорĕ Ирина Трофилова Шупашкарти 10-мĕш шкула Ярославль хулипе паллаштаракан кĕнеке парнелерĕ.

Вĕренекенсем Ярославльти историпе ар­хитектура тата художествăллă запо­ведник музейра та пулчĕç: Ярославль кремлĕнче çÿрерĕç, чан турулне хăпарчĕç - кунтан хула ал тупанĕ çинчи пекех, «Слово о полку Игореве» выставкăпа, хула символĕпе Маша упапа паллашрĕç, Ярославлĕн 1 пус тимĕр укçипе юнашар фото ÿкерĕнчĕç.

Кремль хыççăн вĕренекенсем Валентина Терешковăн тăван кĕтесне - Никольское салине çул тытрĕç. Ачасем Валентина Владимировна музейĕнче пулчĕç, тĕнче космонавтикин чĕрĕ легенди çуралнă пÿрте те кĕрсе курчĕç.

Каçкÿлĕм вара Шупашкарсене ятарлă экскурси кĕтрĕ - вĕсем Ярославльте çÿрерĕç, культурăпа истори палăкĕсене - чиркÿсене кĕрсе курчĕç. Авалхи хула храмсемпе пуян, вĕсем кунта 360 яхăн. Атăл хĕррипе, Ярославлĕн историллĕ пайĕнче, уçăлса çÿрени те мĕнлерех илĕртÿллĕ - аваллăхăн асамлă кĕтесĕнчен каяс килмест.

Чĕрере манăçми туйăмсем хăварчĕ Ярославль. Нумай япалана пĕлчĕç вĕренекенсем, тĕнче курăмне анлăлатрĕç.

Çакна та палăртмалла. Шупашкарти 10-мĕш шкул делегацийĕ «Космос одиссейи» вăхăтĕнче Ярославльти Культурăпа çутĕç центрĕнче пулнине пуçламăш та тĕслĕхлĕ утăм темелле. Мĕншĕн тесен космонавтика эрнелĕхне уявлама Чăваш Республикинчен Ярославле халиччен пыман пулнă. Андриян Николаев ячĕллĕ шкул ачисем - пĕрремĕшсем.

Юлия АНИСИМОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.