Комсомольски районĕ

18 Çĕртме, 2019

Ял укăлчисенче — илемлĕ стелăсем

Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕ кĕçех 395 çул тултарать. Юбилее халалласа чылай ĕç ирттерме палăртнă. Çак кунсенче ялăн укăлчисенче стелăсем никĕсленĕ. Тимĕртен ăсталанă 5 метр çÿллĕш икĕ стелăна чăваш тĕррипе илемлетнĕ, варринче — Тукай ял тăрăхĕн гербĕ.

22 Ака, 2019

Хула çыннисене валли — ярмăрккăсем

Канмалли кунсенче Шупашкарта ял хуçалăх таварне сутассипе «Çуркунне-2019» уйăхлăх пуçланнă. Ăна савăнăçлă лару-тăрура ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Северный» суту-илÿ комплексĕнче уçнă.

17 Кăрлач, 2019

Паян Чăваш Енре тепĕр ферма уçрĕç

 

Паян Комсомольски районĕнчи Тукай ял тăрăхĕнче 200 пуç ĕне выльăх вырнаçтармалăх ферма уçрĕç. Ăна хута янă май Тукай ялĕнчи сĕт-çу ферминче савăнăçлă пуху иртрĕ. Унта "Рассвет" ЯХПК коллективĕ, районти хуçалăхсен ертÿçисем хутшăнчĕç. Кооператив 2016 çулта — 630,5, 2017 çулта — 617, пĕлтĕр 699 тонна сĕт туса илсе сăвăма виçĕм çулхинчен 13,3% ÿстернĕ. Кĕтÿре сăвакан 100 ĕне.

16 Кăрлач, 2019

Мĕнле чĕр чун-ши?

Комсомольски, Патăрьел районĕсенчи хушма хуçалăхсем темĕнле чĕр чунран шар курнине пĕлтĕм. Вăл чăх-чĕпе, сурăх-качакана тапăннă-мĕн. Мĕнле тискер чĕр чун пулнине пĕлеймен иккен. Нумай пулмасть вара çÿлевĕç рысь тата росомаха пирки вуларăм. Вĕсем те сурăх-качакана, кайăк-кĕшĕке, куяна, пĕчĕкрех ытти чĕр чуна тапăнаççĕ иккен. Çÿлевĕç пирки нумайăшĕ пĕлет. Росомаха вара мĕнлерех чĕр чун-ши? Пирĕн тăрăхра пур-и вăл?

Леонид ПАВЛОВ. Сĕнтĕрвăрри районĕ, Мĕшĕл ялĕ.

Pages