Паян Чăваш Енре тепĕр ферма уçрĕç

17 Кăрлач, 2019

 

Паян Комсомольски районĕнчи Тукай ял тăрăхĕнче 200 пуç ĕне выльăх вырнаçтармалăх ферма уçрĕç. Ăна хута янă май Тукай ялĕнчи сĕт-çу ферминче савăнăçлă пуху иртрĕ. Унта "Рассвет" ЯХПК коллективĕ, районти хуçалăхсен ертÿçисем хутшăнчĕç. Кооператив 2016 çулта — 630,5, 2017 çулта — 617, пĕлтĕр 699 тонна сĕт туса илсе сăвăма виçĕм çулхинчен 13,3% ÿстернĕ. Кĕтÿре сăвакан 100 ĕне.

— Районти хуçалăхсенче çуллен ферма хута яратпăр, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов. — Паян сирĕнпе пĕрле "Рассвет" кооперативăнне савăнăçлă пухура уçатпăр. Ку корпуса тума хуçалăх хăйĕн укçине 22 млн, кредит 28 млн тенкĕ явăçтарчĕ. Кĕтĕве пысăклатма май тунăшăн кооператив председательне Михаил Афанасьева тата ĕç коллективне тав тăватăп.

— Эпĕ производствăн çĕнĕ объектне уçма хавас, — терĕ пухăннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Рассвет" ĕçченĕсене тепĕр фермăна ĕçе кĕртнĕ ятпа саламласа. — Вăл коллектива малашне сĕт икĕ хут ытларах сума, ăна сутса тупăш хальхинчен чылай нумайрах илме май парĕ.

Михаил Васильевич республикăн экономика секторĕнче ĕçлекенсен кашни уйăхри ĕç укçи пĕлтĕр 27 пин тенкĕ ытла пулнине, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен шалăвĕ иртнĕ çулсенче самай ÿснине — унăн 70% чухлĕ пулнине пĕлтерчĕ. çĕнĕ технологисемпе, производствăсемпе усă курса тупăш ытларах тума, ĕç укçи нумайрах ĕçлесе илме, çĕнĕ вырăнсем йĕркелеме чĕнсе каларĕ. Çил-тăман алхаснă хыççăн çула юртан çийĕнчех тасатнăшăн ырларĕ.

— Михаил Васильевич, сире 2010 çулта республика Президенчĕн «тилхепине» тыттарсан ÿсĕм тăвакан районсене, çынсене патшалăх пулăшса пырĕ терĕр. Тукай ял тăрăхĕнче пурăнакансем ĕçчен, пултаруллă. Çакна паян уçакан ферма та çирĕплетет. Ял тăрăхне малашне те пулăшасса шанатпăр, — терĕ Комсомольски районĕнчен ЧР Патшалăх Канашне суйланнă депутат, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Петр Краснов.

ЧР Пуçлăхĕ çак районти Урмаелти 110 вырăнлă ача садне еплерех тунипе те кăсăкланчĕ. Ăна пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче тума пуçланă, подряд организацийĕ кăçалхи утă уйăхĕнче туса пĕтерме шантарать. Çурта графика пăхăнса хăпартаççĕ. Строительсем объекта палăртнă вăхăтра хута ярасси пирки иккĕленмеççĕ. Строительство материалĕ пур, рабочисем куллен кунта. Çак садике уçсан Урмаелĕнче шкул çулне çитичченхи ачасене вырнаçтарас ыйту татăлать.

Михаил Игнатьев Комсомольскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан иккĕмĕш вăтам шкулта 50 пĕчĕк ача валли нумаях пулмасть йĕркеленĕ ушкăна çÿрекенсем патĕнче те пулса курчĕ.

Пĕлтĕр Комсомольски районĕн тĕп больницин инфекци, ача-пăча, сиплев, апатлану уйрăмĕсене тĕпрен юсанă. Çак ĕç малалла пырать. Михаил Васильевич юсава вĕçлеме укçа мĕн чухлĕ кирлипе кăсăкланчĕ. Больницăн тĕп врачĕ сметăпа паллаштарчĕ. ЧР Пуçлăхĕ юсава вĕçлеме бюджетран укçа уйăрас ыйтăва тишкерме шантарчĕ.

Республика Пуçлăхĕн ĕçлĕ çул çÿревĕ тухăçлă иртрĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас