Чăваш хоккеисчĕсем Пĕтĕм Раççейри ăмăртура çĕнтернĕ

18 Нарăс, 2020

Пушкăрт Республикинчи Салават хулинче А.В. Тарасов ячĕллĕ «Золотая шайба» çамрăк хоккеистсен клубĕн ялти командăсен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕ иртнĕ.

Пăр çинче 16 команда йышĕнче 2005-2006 çулсенче çуралнă яшсем вылянă. Тĕрлĕ республикăран, облаçрен, крайран пуçтарăннă çамрăксемпе Чăваш Республикинчи «Яльчики» команда та ăмăртнă. Ку йышра Елчĕк, Вăрнар тата Комсомольски районĕсен хоккеисчĕсем пулнă.

Палăртма кăмăллă, çивĕч тупăшура Чăваш Ен каччисем «Золотая шайба» Пĕтĕм Раççейри ăмăртура пĕрремĕш хут çĕнтернĕ. 2-мĕш вырăнта — Волгоград облаçĕнчи «Олимп», 3-мĕшĕнче — Тутар Республикинчи «Лачын». Çĕнтерÿçĕ командăсене — асăнмалăх кубокпа, вĕсенчи кашни вылякана Раççей Спорт министерствин медалĕпе, дипломĕпе тата Раççей хоккей Федерацийĕн, «Золотая шайба» çамрăк хоккеистсен клубĕн парнисемпе хавхалантарнă.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас