Комментари хушас

16 Кăрлач, 2019

Мĕнле чĕр чун-ши?

Комсомольски, Патăрьел районĕсенчи хушма хуçалăхсем темĕнле чĕр чунран шар курнине пĕлтĕм. Вăл чăх-чĕпе, сурăх-качакана тапăннă-мĕн. Мĕнле тискер чĕр чун пулнине пĕлеймен иккен. Нумай пулмасть вара çÿлевĕç рысь тата росомаха пирки вуларăм. Вĕсем те сурăх-качакана, кайăк-кĕшĕке, куяна, пĕчĕкрех ытти чĕр чуна тапăнаççĕ иккен. Çÿлевĕç пирки нумайăшĕ пĕлет. Росомаха вара мĕнлерех чĕр чун-ши? Пирĕн тăрăхра пур-и вăл?

Леонид ПАВЛОВ. Сĕнтĕрвăрри районĕ, Мĕшĕл ялĕ.

Сирĕн ыйтăва ЧР чĕр чун тĕнчине хÿтĕлекен дирекцин патшалăх инспекторĕ Александр ШУРЯШКИН хуравлать:
— Иртнĕ çул Комсомольски, Патăрьел районĕсенчи хушма хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхе, кайăк-кĕшĕке тапăннă тĕслĕх пулнă. Анчах кунта тискер чĕр чун мар, хуçасăр йытăсем айăплă. Ирĕкре пурăнса вĕсем тискерленеççĕ, çынсемшĕн те хăрушă.
Чăваш Енре çÿлевĕç пур, анчах сахал. 2017 çулта 11 пуç асăрханă пулсан, пĕлтĕр 5 кăна. Вĕсем вĕçĕм куçса çÿренĕ май йыша тĕрĕс палăртма йывăр. Çÿлевĕç 76-105 см вăрăмăш, 10- 20 кг таять. Хĕрлĕ-сарă тĕслĕ, хура пăнчăсем пур. Вĕсен апачĕ — куян, пысăк кайăксем, хир качаки. Çулевĕçе Атăл леш енче, Сăр тăрăхĕнчи, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи вăрмансенче асăрханă. Чăваш Енре çÿлевĕçе тытма чарнă, ăна Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ.
Росомаха йытă пысăкăш, пурăш е упа евĕрлĕ тискер чĕр чун, 70-85 см çÿллĕш, 10-17 кг таять. Чи пысăкки 20 кг çитет, хура-хăмăр тĕслĕ. Вăл Фин-ляндире, Польшăра, Латвире, Беларуçра, Раççейре тымар янă. Раççейре Çурçĕрте, Пермь крайĕнче, Карелире, Коми Республикинче, Камчаткăра, Инçет Хĕвел тухăçĕнче тата ытти регионта тĕл пулать. Чăваш Енре вара çук. Çĕр çинче 30 пин ытла росомахăна шута илнĕ. Кайăк-кĕшĕке, хир качакине, пăшие тата ытти чĕр чуна тапăнать, пулă тытать... Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.