ачасем

12 Ака, 2018

Класри пĕртен-пĕр каратистка

Лера Петрова Красноармейски районĕнчи Трак шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренет. Ун пек ачасемпе шкул пурнăçĕ кăсăклăрах. Урокра вара тантăшĕсем те ăна кура хастар пулма тăрăшаççĕ, тĕслĕх илеççĕ.

12 Ака, 2018

Хăйăр асамлăхĕ

<...> Психологсем палăртнă тăрăх, хăйăр пĕрчисем алă-урана сĕртĕнни çынна лăплантарать. Ахальтен мар темĕнле чарусăр ача та хăйăр купи çинче лăпкă выляма пултарать. Палăртмалла: çакă ахаль вăйă çеç мар, вăл аталантаракан меслет те шутланать.

5 Ака, 2018

Шăпăрлансем "Хыпар" издательство çурчĕн "Теттипе" киленчĕç

«Тетте» - тĕрлĕ тĕслĕ, интереслĕ журнал кăна мар иккен. Вăл – чĕрĕ: вылять, кулать, чупать, ачасене ыталаса савăнтарать, пуçран ачашлать. Çакна паян Шупашкарти 156-мĕш ача сачĕн шăпăрланĕсем редакцире хăйсем курса ĕненчĕç.

Алина Ларшникова редактор пĕчĕк хăнасене кăмăллăн кĕтсе илчĕ, журнал историйĕпе паллаштарчĕ, унта мĕнле пичетленме май пуррине ăнлантарчĕ.

Pages