- Чăвашла верси
- Русская версия
Хăйăр асамлăхĕ
<...> Психологсем палăртнă тăрăх, хăйăр пĕрчисем алă-урана сĕртĕнни çынна лăплантарать. Ахальтен мар темĕнле чарусăр ача та хăйăр купи çинче лăпкă выляма пултарать. Палăртмалла: çакă ахаль вăйă çеç мар, вăл аталантаракан меслет те шутланать.
Паян ача сачĕсенче те, вăйă центрĕсенче те тĕпне кантăк экран лартнă пысăках мар хăйăр ещĕкĕсемпе анлă усă кураççĕ. 205-мĕш ача садĕнче те хăйăр терапийĕ пур: кĕçĕн ушкăнри ачасем тĕрлĕ эреш, ÿкерчĕк тума кăмăллаççĕ. <...> Хăйăрпа выляма юратакансем валли темиçе вăйă сĕнес килет:
1. Сирĕн кăмăлăр пăсăлчĕ пулсан — тĕрлĕ кăмăла палăртакан чĕр-чунсене (мулкач, арăслан, чĕрĕп) хăйăр çинче ÿкерсе пăхăр. Вĕсене эсир мĕнпе пулăшма пултарăттăр- ши?
2. Эсир камшăн та пулин тунсăхлатăр пулсан — унăн портретне хăйăр çинче сăнарлама пулать.
3. Иккĕн вылянă чухне тупмалли юмах тупсăмне ÿкерĕр.
4. Хăвăр мĕн ĕмĕтленнине ÿкерсен те аван пулмалла.
Анимаципе кăсăкланакансен вара хăйăр çине тĕрлĕ ÿкерчĕк туса мультфильмсем те ÿкерме май пур. Тулли верси..
Комментари хушас