ачасем

7 Çĕртме, 2018

Пирĕн хип-хоп çăлтăрĕ

«Тарăхнипе уруна ан таплаттар — ташлама вĕрен», — тенĕ Фред Астер, Голливуд актерĕ. Шупашкарти 1-мĕш шкулта вĕренекен Семен Плотников, паллах, тарăхнине пула ташă шкулне çÿреме пуçламан-ха. Анчах çак ăсталăха хăнăхса пыни ăна хастарлăхĕпе тĕрĕс усă курма вĕрентет. Лара-тăра пĕлменскер ялан хусканура пулма тăрăшать. Çавăнпа пĕр иккĕленмесĕрех калама пулать: ташă — унăн чун ыйтни.

17 Çу, 2018

Тухьяпа — «Будильникра»

Хĕрлĕ Чутайри ача-пăча пултарулăхĕн çуртне çÿрекен Юлиана Никифорова /ертÿçи — хушма пĕлÿ паракан педагог Татьяна Горбунова/ ача-пăча пултарулăх ĕçĕсен «Золотые кружева России» ăмăртăвне хутшăннă. Ку телекурав конкурсĕ кăçалхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 5-мĕшĕччен пĕрремĕш хут иртнĕ. Ăна «Медиа покорение» продюсер центрĕ «Будильник» ача-пăча интернет телеканалĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Юлиана конкурсра 1-мĕш степеньлĕ «кĕмĕл» лауреат пулса тăнă. Жюри вăл хатĕрленĕ тухьяна хакланă, ăсталăхĕнчен тĕлĕннĕ.

17 Çу, 2018

Ишессипе — Раççей призерĕ

Олимп резервĕсен 9-мĕш спорт шкулне çÿрекен Арина Кошкина ишессипе Раççей ăмăртăвĕнче кĕмĕл тата бронза медальсем çĕнсе илнĕ. Ăмăрту Саранскри Шыв спорчĕн керменĕнче 50 метр вăрăмăш бассейнра пилĕк кун иртнĕ.

15 Çу, 2018

Сирĕн ачăр кĕнеке вулать-и?

Тĕпренчĕкĕ çуралсан ашшĕ-амăшĕнчен кашнийĕн ăна ăслă-тăнлă, анлă тавра курăмлă, пуян чунлă, кăмăл-сипетлĕ, сывă та таса пăхса ÿстерес килет. Тепĕр чухне ĕмĕт-тĕллев чăнлăхпа пĕр килмесен те пултарать çав...

Pages