Шкул ачисем волейболла выляççĕ

Паян Чăваш Енре шкул волейбол лигин чемпионачĕ вĕçленчĕ. Юлашки тупăшусем Шупашкарти Маунтинбайк центрĕнче иртрĕç.

2017-2018 çулсенчи сезонта ăмăртăва 583 команда хутшăннă, республика тапхăрĕнче 55 команда вăй виçнĕ. Ял командисен хушшинче Тăвай районĕнчи Турикас тушкил шкулĕн волейболисчĕсем çĕнтерчĕç, хула ушкăнĕсен йышĕнче Шупашкарти 61-мĕш шкула парăнтараканни пулмарĕ. Пĕлÿ çуртĕнчи хĕрсен команди те, яшсен команди те пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те суперкубок çĕнсе илчĕç. Ытти тупăшура Улатăрти 3-мĕш, Çĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш, Вăрнарти 1-мĕш, Муркашри, Йĕпреçри 1-мĕш шкулсем мала тухрĕç.

Çĕнтерÿçĕсене республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чысларĕ. «Волейбола çамрăксем кăмăллаççĕ, вăл вĕсене хавхалану кÿрет, кăмăл-туйăма çĕклет. Çавăнпах пулĕ волейболпа туслисен йышĕ самай пысăк. Шкул волейбол лиги паянхи яш-кĕрĕме спортпа туслашма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентет», — терĕ Михаил Васильевич волейболистсене медальпе наградăланă май.

 

Андрей МИХАЙЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас