Шăпăрлансем "Хыпар" издательство çурчĕн "Теттипе" киленчĕç
«Тетте» - тĕрлĕ тĕслĕ, интереслĕ журнал кăна мар иккен. Вăл – чĕрĕ: вылять, кулать, чупать, ачасене ыталаса савăнтарать, пуçран ачашлать. Çакна паян Шупашкарти 156-мĕш ача сачĕн шăпăрланĕсем редакцире хăйсем курса ĕненчĕç.
Алина Ларшникова редактор пĕчĕк хăнасене кăмăллăн кĕтсе илчĕ, журнал историйĕпе паллаштарчĕ, унта мĕнле пичетленме май пуррине ăнлантарчĕ.
Тупмалли юмах тупсăмне шырама ÿркенекен ача пур-ши çĕр çинче? Ахальтен мар «Тетте» чи тавçăруллисене палăртма çакнашкал вăйă ирттерчĕ. Ачасем питĕ маттур иккен – тупмалли юмаха вуласа пĕтеричченех пĕри те пĕри хуравне кăшкарать. Чи маттуррисем интереслĕ кĕнекесене тивĕçрĕç.
Журналпа туслă вĕсем. Юратнă кăларăм патĕнче хăнара пулна май «Теттене» мĕнле хатĕрленипе те кăсăкланчĕç. Журнала пичете яриччен унăн кашни страницине компьютерпа хатĕрлеççĕ иккен. Ачасем ăсталанă ÿкерчĕксене те асамлă майпа тейĕн илемлĕн вырнаçтараççĕ. Пĕрре пахсан компьютер умĕнче выляса ларнă пек çеç курăнать, анчах унта ĕçлемелли нумай иккен. Шăпарлансене тĕл пулу килĕшнине вĕсен савăнăçлă сăн-питĕнченех ăнлантăмăр.