Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче республикăри промышленноç производствин индексĕ 108,9% танлашнă. Ял хуçалăхĕн кăтартăвĕ – 100,5% шайĕнче. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра çулталăк пуçламăшĕнчи икĕ уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ май çак тата ытти цифрăна экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин пĕлтерчĕ.
ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев нумаях пулмасть республикăн Аслă экономика канашне туса хурасси çинчен калакан указа алă пуснăччĕ. Эрнекун Правительство çуртĕнче çак тытăмăн пирвайхи ларăвĕ иртрĕ.