Экономика

2 Çĕртме, 2020

Олег Николаев Индустри паркĕн ĕҫĕ-хĕлĕпе паллашрĕ

Паян ЧР Пуҫлӑхĕн тивĕҫĕсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектĕнче вырнаҫнӑ Индустри паркĕн ĕҫĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.

Олег Алексеевич "Идеальная кровля", "Темп" площадкӑсене ҫитсе курчĕ. Ҫавӑн пекех "ЭнергоМаш","БИРС Арматура","Турбоком-Инвест", "Каскад" производство площадкисен ĕҫĕ-хĕлне пахаларĕ. Вĕсенче ĕҫ-хĕл начар мар пынине палӑртрĕ.

21 Çу, 2020

Пӗчӗк бизнеса кризисран ҫӑлнӑ та ҫурма финала тухнӑ

Чӑваш Ен команди Стратегипе бизнес управленийӗн пӗтӗм тӗнчери Global Management Challenge чемпионачӗн ҫурма финалне тухнӑ. Ҫак ӑмӑртӑва Раҫҫей экономика аталанӑвӗн министерстви тата РАНХиГС ирттереҫҫӗ.

12 Çу, 2020

Чăваш Енре кашни çын пуçне тивекен тупăша 1,4 хут пысăклатасшăн

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян иртнĕ канашлура 2020-2024 çулсенчи аталану стратегийĕпе экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин паллаштарчĕ.

7 Çу, 2020

Электроэнерги парăмĕ — 3,7 миллиард тенкĕ ытла

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри предприятисемпе организацисен «Чăваш энергосбыт компанийĕ» АО умĕнчи парăмĕ 3 миллиард та 708 миллион тенкĕпе танлашнă. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 8,9% пысăкрах.

Pages