Комментари хушас

7 Çу, 2020

Электроэнерги парăмĕ — 3,7 миллиард тенкĕ ытла

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри предприятисемпе организацисен «Чăваш энергосбыт компанийĕ» АО умĕнчи парăмĕ 3 миллиард та 708 миллион тенкĕпе танлашнă. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 8,9% пысăкрах.

Сеть организацийĕсем сетьсенчи çухатусене саплаштарма туянакан электроэнерги парăмĕпе пĕрле шутласан промышленноç предприятийĕсен парăмĕ 2,5 миллиард тенкĕрен те иртет — пĕлтĕрхинчен 14,3% пысăкрах. Çакă «Коммуналлă технологисем» ООО çухатусене саплаштарма туяннă электроэнергишĕн пысăк парăма кĕнипе çыхăннă. Хальхи вăхăтра вăл 425 миллион тенкĕпе танлашать. Ку виçе пĕлтĕрхи шайран 86,7% хушăннă. Сеть организацийĕсен парăмĕ — 490 миллион тенкĕ. Çакă та 2019 çулхинчен 62,5% пысăкрах.

Пĕрремĕш квартал кăтартăвĕсем тăрăх ЖКХ предприятийĕсен парăмĕ 605 миллион тенкĕпе танлашнă, вĕсем çак виçене 6% яхăн чакарнă. Чăваш Республикин патшалăх тата муниципалитет учрежденийĕсен парăмĕ — 25,9 миллион тенкĕ, ку иртнĕ çулхинчен сахалрах. Ытти потребитель энергетиксене 550 миллион тенкĕ тÿлесе татман.

— ЧЭСК клиентсен килĕшÿсемпе çирĕплетнĕ мĕн пур обязательствăна, çав шутра электричествăшăн тÿлессине саккунпа килĕшÿллĕн тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламаллине аса илтерет. Энергетиксем потребительсене усă курнă электроэнергишĕн вăхăтра тата туллин тÿлеме чĕнсе калаççĕ, - терĕ Чăваш энергосбыт компанийĕн ĕç тăвакан директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Константинов.

www.hypar.ru

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.