Коронавирус инфекцине пула республикăн пĕрлехи бюджечĕ 4,9 миллиард тенкĕ патнелле çухатма пултарать. Çак прогноза эрнекун Экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен оперативлă штабăн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче вице-премьер — финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков пĕлтерчĕ.
Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова ялти специалистсене коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тăкакĕсене /çав шутра — çурт-йĕре хутса ăшăтмашкăн вутă туянмалли тăкаксем те/ саплаштарса паракан тӳлеве индексацилесси çинчен пĕлтерчĕ.
Саплаштару виçи 12% яхăнах пысăкланать — 1181 тенкĕпе танлашĕ. Çак укçана илекенсем — 15,2 пине яхăн çын. Ялти специалистен шутне ялта вăй хуракан медиксем, учительсем, культура, социаллă сфера ĕçченĕсем, ветеринарсем кĕреççĕ.
Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти суту-илӳ комплексĕсен ертӳçисен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Канашлу видеоçыхăну мелĕпе иртрĕ.