Комментари хушас

10 Ака, 2020

Пандеми сӳрĕклĕхе тӳрре кăлармасть

Коронавирус инфекцине пула республикăн пĕрлехи бюджечĕ 4,9 миллиард тенкĕ патнелле çухатма пултарать. Çак прогноза эрнекун Экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен оперативлă штабăн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче вице-премьер — финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков пĕлтерчĕ.

Оперативлă штаба тин çеç туса хунă, ку унăн пирвайхи ларăвĕ пулчĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, федераци шайĕнче пандеми тапхăрĕнче экономикăна тĕревлемелли мерăсене палăртнă, вĕсем татах пулĕç. Республикăра çав йышăнусене пурнăçлассине тивĕçтермелле, регион шайĕнчи йышăнусем те пулмалла. Вĕсене Олег Алексеевич хăйĕн «паян алă пусма хатĕрлекен» указĕнче палăртассине тепĕр хут çирĕплетрĕ. «Лару-тăру мĕнлерех аталанасси пирки тĕп-тĕрĕс прогноз тума çук, — терĕ вăл. - Пирĕн экономика чарăнса ларасран сыхланмалла. Калаçни-ӳкĕтлени пулăшманнине курса ĕнентĕмĕр — çавăнпа çирĕп мерăсем йышăнатпăр».

Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин паянхи кун пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 8,5 пин субъекчĕ, 15 пин çын, ĕçленине çирĕплетрĕ. Çак списока анлăлатасси пирки калаçу пырать. Унта çынсем хăйсем тĕллĕн изоляцире пулмалли тапхăрта та ĕçлемелли тата икĕ теçеткене яхăн сферăна кĕртесшĕн. Тĕллев паллă: ĕç вырăнĕсене упраса хăвармалла. Чăваш Ен бизнеса пулăшас тĕллевпе патшалăх пурлăхĕшĕн аренда тӳлевĕсене пухассине каяраха куçарас ыйтăва татса панă ĕнтĕ — хăшĕсем çак çăмăллăхпа усă курма та пуçланă. Кĕçех ытти мера та ĕçлесе каймалла.

www.hypar.ru

Рубрика: