Республика аталанăвĕ тĕпре
Паян Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Çĕршыври юлашки вăхăтри кăткăс лару-тăрăва пăхмасăр республика аталанăвĕн ыйтăвĕ çав-çавах çивĕч те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев стратеги аталанăвĕн тата проект ĕç-хĕлĕн канашĕн ларăвне уçнă май. Республика ертÿçи ку ыйтусемпе кашни уйăхра тĕл пулса калаçма, йывăрлăхсем сиксе тухакан отрасльсене уйрăммăн тишкерме сӑмах пулни çинчен аса илтерчĕ. Çавна май паянхи ларура коронавируспа çыхăннă çивĕч лару-тăрура республика аталанăвне хăвăртлатмалли тата вăйлатмалли çул-йĕре палăртрĕç.
Республикăра наци проекчĕсене пурнăçлани çинчен пĕтĕмĕшле ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин каласа кăтартрĕ. Республика 11 наци проектне хутшăнать. Ултă çулта проект мероприятийĕсене пурнăçлама 83 миллиард ытла тенкĕ уйӑраççĕ. Иртнĕ çул - 15,1 миллиард, кăçал 16,8 миллиард тенкĕлĕх ĕç пурнăçлама палăртнă. Анчах хăш-пĕр проект тĕлĕшпе çивĕч ыйтусем те сиксе тухаççĕ. Сăмахран, ЧР ĕçлев министрĕ Алена Елизарова каланă тăрăх, "Демографи" наци проекчĕн уйрăм кăтартăвĕсене пурнăçа кĕртме май килесси иккĕленÿллĕ. Çакă чи малтанах, министр сăмахĕсем тăрăх, ача çуратмалли ÿсĕмри хĕрарăмсем сахаллипе çыхăннă.
www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментари хушас