Комментари хушас

8 Ака, 2020

Тӳлевсен виçи пысăкланать

Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова ялти специалистсене коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тăкакĕсене /çав шутра — çурт-йĕре хутса ăшăтмашкăн вутă туянмалли тăкаксем те/ саплаштарса паракан тӳлеве индексацилесси çинчен пĕлтерчĕ.

Саплаштару виçи 12% яхăнах пысăкланать — 1181 тенкĕпе танлашĕ. Çак укçана илекенсем — 15,2 пине яхăн çын. Ялти специалистен шутне ялта вăй хуракан медиксем, учительсем, культура, социаллă сфера ĕçченĕсем, ветеринарсем кĕреççĕ.

Çавăн пекех ЧР Министрсен Канашĕн 1993 çултах тунă йышăнăвне те улшăну кĕртрĕç. Çак документ Чернобыльти авари сиенне сирме хутшăннă çынсен тăлăха юлнă ачисене пулăшассине пырса тивет. Вĕсене паракан тӳлеве пысăклатассине ырларĕç. Çапла вара уйăхсерен паракан укçа виçи кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса 363 тенкĕпе танлашрĕ.

Тăван çĕршыва сыхласа пуç хунă çынсемпе çыхăннă астăвăм валли уйăракан укçана кăçал Вăрнар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсене парĕç. Çак укçа — паттăрсен вилтăприсене тирпейлеме. Культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Роза Лизакова каланă тăрăх, унашкаллисем республикăра нумай — 288 объект. Каярах пуç хунисен вилтăприсене салтаксен тăванĕсем пăхса тăраççĕ-ха, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсен вилтăприсемшĕн вара влаçсем яваплă. Ун пеккисем — 28. Çав шутра — тăванла 9 вилтăпри. Министр çав вырăнсене тирпейлессине федерацин тĕллевлĕ программипе килĕшӳллĕн 2024 çул тĕлне вĕçлессине çирĕплетрĕ.

Бюджет укçине вырăнсенчи пуçарусен проекчĕсем валли уйăрассипе ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов паллаштарчĕ. Проектсен шутне те, уйăракан укçа виçине те пысăклатма йышăннă. Кăçал пĕтĕмпе 737 проекта пурнăçлама палăртнă — 650 миллион тенкĕлĕх. Çав шутран 302-шĕ çулсем тăвассипе çыхăннă, 109-шĕ — çынсем йышпа канмалли вырăнсене хăтлăлатассипе. Тата — социаллă пĕлтерĕшлĕ, кӳлĕсемпе пĕвесене тасатмалли, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтеремелли, ытти ĕç пурнăçламалли проектсем.

www.hypar.ru

Рубрика: