Предпринимательсене пулăшусăр хăвармĕç
Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти суту-илӳ комплексĕсен ертӳçисен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Канашлу видеоçыхăну мелĕпе иртрĕ.
— Çак çăмăл мар лару-тăрура суту-илӳ центрĕсем ĕçлеменни питĕ вырăнлă, мĕншĕн тесен вĕсене пĕр кунра çĕр-çĕр çын кĕрсе тухать. Суту-илӳ вырăнĕсенче чир анлăрах сарăлма пултарать, çавӑнпа хальлĕхе ку учрежденисем хупă пулĕç. Куллен кирлĕ таварпа тивĕçтерекен лавккасем кăна ĕçлĕç, — палăртрĕ Олег Алексеевич.
500 тăваткал метртан пысăкрах лавккасене вăхăтлăх чарса лартма йышăннă. Хĕрӳ ĕççи пуçланнă май ял хуçалăх техникине сутма ирĕк панă. Предпринимательсем хăш-пĕр суту-илӳ вырăнĕсене уçма май пуррипе, тупăш илейменнисене патшалăх мĕнпе пулăшнине кăсăкланчĕç. Налукпа çыхăннă ыйтусем те пулчĕç. Вĕсене Налук службин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Марина Петрова хуравларĕ. Хăш-пĕр ыйтăва экономика тата финанс министрĕсем Иван Моторинпа Михаил Ноздряков уçăмлатрĕç.
Предприятисене пулăшас тĕллевпе Правительство çăмăллăхсем палăртнă. Калăпăр, кредитсемпе налуксене 6 уйăх хушшинче тӳлесе татма ирĕк панă. Шалу тӳлемешкĕн банксем процентсăр е пĕчĕкрех ставкăллă кредитсем парĕç, штрафсенчен хăтарĕç.
www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.