Комментари хушас

29 Ака, 2020

«Кризис тапхăрĕнчи йышăнусем»

«Кризис тапхăрĕнчи йышăнусем» ятпа паян Шупашкарти «Манăн бизнес» центрта предпринимательсем валли онлайн-конференци иртрĕ.

Коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă лару-тăру бизнесшăн пысăк чăрмавсем кăларса тăратни вăрттăнлăх мар. Çавна май патшалăх тĕревленисĕр пуçне çак тапхăрта предпринимательсене канашсемпе, сĕнÿсемпе пулăшн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хайхи патшалăх пулăшăвĕпе усă курассиех нумай ыйту çуратать. ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви онлайн конференци тĕллевне шăпах ĕçлĕ çынсемшĕн çав ыйтусен хуравĕсене уçăмлатнинче курать.

Экспертсем, юристсем хăйсен доклачĕсенче çынсем хăйсем тĕллĕн изоляцире пулнă чухнехи лару-тăрури право ыйтăвĕсемпе, бизнес йĕркелĕвĕн уйрăмлăхĕсемпе, патшалăх кÿрекен çăмăллăхсемпе паллаштарчĕç. Паллах, ыйту та нумай пулчĕ. Калăпăр, изоляци тапхăрĕнче камсен ĕçлеме ирĕк пур? Хурав уçăмлă: ресурсссемпе тивĕçтеркен организацисем, ЖКХ предприятийĕсем, ĕçе чарма юраман тытăмсем, ыттисем… Çав вăхăтрах регионсен ертÿлĕхĕ списока анлăлатма пултарать. Чăваш Енре, сăмахран, строительсем те ĕçлеççĕ. Е тата — каяшсемпе çыхăннă ыйту: «Ĕçлеместпĕр, анчах коммуналлă хытă каяшсене турттарса тухнăшăн пирĕн компанирен укçа ыйтаççĕ». Хуравĕ ансат: ку — саккуна пăсни. Пулăшу ĕçне кÿмеççĕ, каяшсене илсе тухмаççĕ тĕк — тÿлев те пулмалла мар.

Паянхи лару-тăрура ĕçе дистанци мелĕпе, онлайн технологисемпе усă курса йĕркелеме пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ — производствăпа тÿррĕнех çыхăнман нумай компанишĕн çапла ĕçлесси чăрмавсăр. Ку енĕпе те усăллă сĕнÿсем янăрарĕç, çак майпа ĕçлекенсен опычĕпе паллашни те, паллах, усăллă. Çавăн пекех форс-мажор тесе хаклакан лару-тăру уйрăмлăхĕсене тишкерни те бизнеса пулăшма тивĕç.

Уйрăм калаçу — пандемипе çыхăннă кризис вăхăтĕнче патшалăх бизнеса кÿрекен пулăшу. Унпа камсем усă курма пултараççĕ, ăçта каймалла, камран ыйтмалла — кашнинех тĕплĕ хуравлама тăрăшрĕç. Республикăра бизнес патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пуçланă ĕнтĕ: налук тÿлессине каяраха куçарни, республика тата муниципалитет пурлăхĕшĕн аренда тÿлевне хывассипе çыхăннă тăхтав, ытти мера…

Сăмах май, çăмăл мар лару-тăрура та аталану çине алă сулманни савăнтарать. Калăпăр, Предпринимательлĕхе пулăшакан агентство çавк кунсенче Пăрачкав предпринимательне Алексей Тихонова 5 миллион тенкĕ займ панă. Çак укçапа предприниматель çĕнĕ производство уçасшăн — ĕçмелли шыв, минераллă шыв, алкогольсĕр шĕвексем, сĕткенсем туса кăларма пуçласшăн. Проекта пурнăçланă май çĕнĕ 20 ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртнă.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: