Олег Николаев Индустри паркĕн ĕҫĕ-хĕлĕпе паллашрĕ

2 Çĕртме, 2020

Паян ЧР Пуҫлӑхĕн тивĕҫĕсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектĕнче вырнаҫнӑ Индустри паркĕн ĕҫĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.

Олег Алексеевич "Идеальная кровля", "Темп" площадкӑсене ҫитсе курчĕ. Ҫавӑн пекех "ЭнергоМаш","БИРС Арматура","Турбоком-Инвест", "Каскад" производство площадкисен ĕҫĕ-хĕлне пахаларĕ. Вĕсенче ĕҫ-хĕл начар мар пынине палӑртрĕ.

Корнавирус инфекцийĕ кӑҫал ура хурать пулин те ку площадкӑсенче ĕҫе пĕлсе йĕркеленĕ. Ҫитес вӑхӑтра ҫĕнĕ ĕҫ вырӑнĕсем пулассине те палӑртрĕҫ. Калӑпӑр, "Идеальная кровля" предприятире 100 ҫынна илме палӑртаҫҫĕ. Кун пирки тĕплĕнрех "Хыпар" хаҫатӑн черетлĕ кӑларӑмĕнче. 

www.hypar.ru 

Рубрика: 

Комментари хушас