Комментари хушас

16 Пуш, 2020

Медицина маскисене Чăваш Енре туса кăларасшăн

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ планеркăра коронавирус экономикăна витĕм кÿни пирки те сăмах пулчĕ. Чăн та, республикăра ку палăрсах каймасть-ха. Экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин тип çу, макарон хакĕсем кăшт хăпарнине палăртрĕ, анчах лавккасенче ажиотаж текенни палăрмасть — ун валли сăлтав та çук.

Аптекăсенче медицина маскисем çукки, вĕсем хакланса кайни вара — урăх ыйту. Ку темăна ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пайăррăн çĕклерĕ. Ун шучĕпе, çĕршывра хăшĕ-пĕри меллă самантпа усă курса пысăкрах услам тăвас тĕллевпе спекуляци туса ятарласа дефицит çуратать. Унашкаллисене республика витĕм кÿреймĕ, анчах пирĕн хамăрăн граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтермелле. Хăш-пĕр регионта медицина маскисен производствине хăйсем йĕркеленĕ — ыйтăва сирнĕ. Олег Алексеевич пĕлнĕ тăрăх, Пензăра, сăмахран, çавнашкал производствăна 4-5 кунрах уçма пултарнă. Регион ертÿçи çакнашкал опытпа усă курса Чăваш Енре те медицина маскисен производствине йĕркелес ыйтăва вăраха ямасăр тишкерме хушрĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: