Медицина маскисене Чăваш Енре туса кăларасшăн
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ планеркăра коронавирус экономикăна витĕм кÿни пирки те сăмах пулчĕ. Чăн та, республикăра ку палăрсах каймасть-ха. Экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин тип çу, макарон хакĕсем кăшт хăпарнине палăртрĕ, анчах лавккасенче ажиотаж текенни палăрмасть — ун валли сăлтав та çук.
Аптекăсенче медицина маскисем çукки, вĕсем хакланса кайни вара — урăх ыйту. Ку темăна ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пайăррăн çĕклерĕ. Ун шучĕпе, çĕршывра хăшĕ-пĕри меллă самантпа усă курса пысăкрах услам тăвас тĕллевпе спекуляци туса ятарласа дефицит çуратать. Унашкаллисене республика витĕм кÿреймĕ, анчах пирĕн хамăрăн граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтермелле. Хăш-пĕр регионта медицина маскисен производствине хăйсем йĕркеленĕ — ыйтăва сирнĕ. Олег Алексеевич пĕлнĕ тăрăх, Пензăра, сăмахран, çавнашкал производствăна 4-5 кунрах уçма пултарнă. Регион ертÿçи çакнашкал опытпа усă курса Чăваш Енре те медицина маскисен производствине йĕркелес ыйтăва вăраха ямасăр тишкерме хушрĕ.
Николай КОНОВАЛОВ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.