Кун хыççăн кун

27 Авăн, 2017

Паянтан Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта ăшă парĕç

Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкархула администрацийĕсен пуçлăхĕсем хăйсем ертсе пыракан хуласенче паянтан ăшă пама пуçласси пирки хушу кăларнă.

26 Авăн, 2017

Улшăнусем бюджета хушма тупăш кÿмелле

ЧР Патшалăх Канашĕн ытларикунхи черетлĕ вун иккĕмĕш сессийĕ тавлашусăр-мĕнсĕр иртмесси унăн кун йĕркине çирĕплетнĕ чухнех сисĕнчĕ. Малтан палăртнă ыйтусенчен пĕрне кун йĕркинчен кăларма сĕнекен те, хушма ыйтусем кĕртес кăмăллисем те пулчĕç.

26 Авăн, 2017

Кашни сăмахĕ - ахах пĕрчи

Стажĕ çур ĕмĕре яхăн пулсан та ĕç кĕнеки çÿхе унăн, çырса хуни те сахал, чыслав-хисепне палăртнине шута илмесĕр паллах: И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен 1971 çулта вĕренсе тухсан республикăри ятлă

26 Авăн, 2017

Çĕрпÿ кĕперне кам туса пĕтерĕ?

Федерацин М-7 автоçулĕн Çĕрпÿ хули патĕнчи кĕперĕ урлă куллен каçса çÿрекенсем «сухалланнă» реконструкцие вĕçлессе кĕтеççĕ. Мĕншĕн тесен унăн пĕр енĕпе каçакан автомашинăсен «пăккисем» водительсене те, пассажирсене те йăлăхтарса çитерчĕç.

26 Авăн, 2017

Хваттерсене ăшăтма хатĕр-и?

Иртнĕ эрнере ЧР Строительство министерстви пуçарнипе республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсене пурăнмалли çуртсене ăшă парса тăмалли тапхăра еплерех хатĕрленипе паллаштарчĕç.

Pages