Кашни сăмахĕ - ахах пĕрчи
Стажĕ çур ĕмĕре яхăн пулсан та ĕç кĕнеки çÿхе унăн, çырса хуни те сахал, чыслав-хисепне палăртнине шута илмесĕр паллах: И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен 1971 çулта вĕренсе тухсан республикăри ятлă-сумлă кăларăмсенчен пĕринче — «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцийĕнче — ĕçлеме тытăннă та… кăçалхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче кунтанах тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Урăхла каласан, тăван хаçатра 45 çул та 11 уйăх ырми-канми тăрăшрĕ.
Малтан — кĕçĕн сотрудникра, унтан — корреспондентра, аслă корреспондентра. Ăсталăхне, пултарулăхне туптаса пынă май ÿсĕм картлашкипе çирĕппĕн улăхрĕ: пай пуçлăхĕ, «Сывлăх» хаçат редакторĕ таранах çĕкленчĕ.
Сăмахăмăр, Элĕк районĕнчи Мăн Вылă ялĕнче çуралса пурнăç çулĕ çине тухнă, халăха юрăхлă пулнă ĕçтешĕмĕр, чăваш халăх хаçачĕн пултаруллă та ăста журналисчĕ Алина Лукиянова çинчен. Унăн чунĕ витĕр шăранса тухакан материалсем республика пурнăçне пур енлĕн çутатаççĕ. Юратнă тематики те пур, уйрăмах сывлăх сыхлавĕ, вĕрентÿ, культура пирки çырма кăмăллать. Асăннă тытăмсенчи çĕнĕлĕхсемпе вулакана сахал мар паллаштарнă вăл. Чăваш хутлăхĕнче Алина Хрисанфовна çитсе курман шкул, культура керменĕ е сыватмăш юлман та пулĕ. Вун-вун вĕрентекен, сиплевçĕ, культура ĕçченĕ çинчен тĕрленчĕк хайланă вăл, хаçатăн çĕр-çĕр общество корреспонденчĕн çырăвне пичете хатĕрленĕ. Ку çеç-и? Республика хăнисем, Раççейĕпе палăрнă ятлă- сумлă артистсем çинчен хаçатра чуна пырса тивекен статьясем кун çути кăтартнă.
Ыррине ырланипе пĕрлех япăххине те асăрхамасăр хăварман паллах: вăл е ку çитменлĕх çинчен вулакан кăмăлне каймалла вичкĕн те çивĕч статьясем тăтăшах çырнă. Унăн пичетре çапăнса тухнă кашни сăмахĕ — ахах пĕрчи. Материалĕсене алла тытсан вуласа тухмасăр май та çук: шухăшĕ пĕр йĕрпе чупать, вулакан патне çитерес тени шыв юххи пек шăнкăртатать. Ахальтен мар ĕнтĕ хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтăвăн уççи-хуппине уçăмлатас тĕллевпе редакцие килнĕ çынсем /сăмах май, тĕп хулара тĕпленнисем кăна мар, ытларах чухне инçетри ялтан тымар янисем çула тухаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен хушшинче чăваш халăх хаçатне чунпа парăннисем чăннипех нумай/ Алина Хрисанфовнăпа курнăçасшăн пулнине тÿрех пĕлтереççĕ. Ырă кăмăлĕпе, ăш пиллĕхĕпе тыткăнлать вăл вулакансене. Унăн ячĕпе çыру яракан та сахал мар. Халĕ те, авă, тивĕçлĕ канăва тухнине пĕлеççĕ пулин те телефонпа шăнкăравлаççĕ, унпа çыхăнмалли майсене пĕлтерме ыйтаççĕ.
«Хыпарта» хальхи вăхăтра ĕçлекен чылай журналиста професси вăрттăнлăхне алла илме пулăшнă Алина Хрисанфовна, вăл — пултаруллă наставник.
Ĕçтешĕмĕр чăннипех опытлă та ăста хаçатçă: чуна пырса тивекен статьясем çырнипе пĕрлех хăй кăларса тăнă «Сывлăх» хаçата тепĕр специалистран та лайăхрах калăплама, хăй хатĕрленĕ сăн ÿкерчĕксемпе илемлетме пултарчĕ: алли пур ĕç патне те пырать мар-и…
Çитĕнĕвĕсене кура чыслав-хисепе пĕрре кăна мар тивĕçнĕ: Алина Лукиянова — Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ /2003/, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ /1996/. Калем ăстине Раççей журналисчĕсен Хисеплĕ дипломĕпе /1997/ чысланă, вăл — республикăри журналистсен Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ /2009/. Республикăри министерствăсемпе ведомствăсен чыслав хучĕсен шучĕ те çук.
Общество пурнăçĕнче те пуçарулăхпа палăрса тăрать: профсоюз комитечĕн членне пĕрре кăна мар суйланă, Раççей Журналистсен союзĕн пуçламăш организацине вунă çул ытла ертсе пынă, ĕçтешсем ăна Чăваш Республикинчи журналистсен союзĕн правленийĕн членĕ, «Хыпар» хаçатăн редколлеги членĕ пулма шаннă. Элĕк тăрăхĕнче çуралса ÿссе тĕп хулара пурăнакан хастарсен ентешлĕхĕн ĕçне те пуçаруллă хутшăнать вăл, унсăрăн пĕр мероприяти те иртмест.
Алина Хрисанфовна — кил ăшшин шанчăклă управçи, савнă мăшăр, ырă анне, юратнă асанне, кукамай тата мăн кукамай. Унăн куç тулли телейĕ, иксĕлми пуянлăхĕ — ывăлĕпе хĕрĕ, мăнукĕсем тата кĕçĕн мăнукĕсем.
Хаклă çыннăмăр авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче çуралнă кунне паллă турĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас