Комментари хушас

26 Авăн, 2017

Çĕрпÿ кĕперне кам туса пĕтерĕ?

Федерацин М-7 автоçулĕн Çĕрпÿ хули патĕнчи кĕперĕ урлă куллен каçса çÿрекенсем «сухалланнă» реконструкцие вĕçлессе кĕтеççĕ. Мĕншĕн тесен унăн пĕр енĕпе каçакан автомашинăсен «пăккисем» водительсене те, пассажирсене те йăлăхтарса çитерчĕç.

Редакцие пурне те кăсăклантаракан хыпар пĕлтерчĕç: кĕпере реконструкцилесе пĕтермешкĕн çĕнĕ подряд организацине палăртма нумаях пулмасть аукцион ирттернĕ, унта Хусанти «Союздорстрой» тулли мар яваплă общество çĕнтернĕ. М-7 çулăн республикăри сыпăкне пăхса тăракан «Прикамье» упрдор» ФХУ çав обществăпа килĕшÿ тума палăртнă. Реконструкци ĕçĕсем 120,6 млн тенкĕлĕх. Упрдор çĕнĕ подрядçăран вĕсене кăçалхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме ыйтать. Апла пулсан строительсем ĕç пуçласса кĕтетпĕр.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.