Сергей СЕРЕГИН.

26 Авăн, 2017

Çĕрпÿ кĕперне кам туса пĕтерĕ?

Федерацин М-7 автоçулĕн Çĕрпÿ хули патĕнчи кĕперĕ урлă куллен каçса çÿрекенсем «сухалланнă» реконструкцие вĕçлессе кĕтеççĕ. Мĕншĕн тесен унăн пĕр енĕпе каçакан автомашинăсен «пăккисем» водительсене те, пассажирсене те йăлăхтарса çитерчĕç.