Паянтан Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта ăшă парĕç
Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкархула администрацийĕсен пуçлăхĕсем хăйсем ертсе пыракан хуласенче паянтан ăшă пама пуçласси пирки хушу кăларнă.
Хваттерсене паянах ăшăтма пуçламĕç те, анчах больницăсен, садиксемпе шкулсен котельнăйĕсем ĕçлеме тытăнĕç. Улатăр хули ыран ăшă пама пуçлассине хыпарлать.
Аса илтерер: сывлăш температури 5 талăкра вăтамран 8 градус ăшă тăрсан вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пурăнмалли çуртсене хутса ăшăтма пуçласси çинчен йышăну кăлараççĕ. Кун пирки "Хыпар" хаçат журналистне Юрий Михайлова Чăваш Енĕн строительство министрĕн çумĕ Максим Иванов ăнлантарнине эпир маларах пĕлтернĕччĕ.