Хваттерсене ăшăтма хатĕр-и?

26 Авăн, 2017

Иртнĕ эрнере ЧР Строительство министерстви пуçарнипе республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсене пурăнмалли çуртсене ăшă парса тăмалли тапхăра еплерех хатĕрленипе паллаштарчĕç.

Уйрăммăн илсен «Трактор завочĕсем» концерн, ытти предприяти корпусĕсене вĕри шывпа тивĕçтермелли кивĕ пăрăха /унпа 32 çул усă курнă/ çĕннипе улăштарас ĕçе йĕркеленине кăтартрĕç. Малтан пенополиуретанпа, кайран çутă хурçă шăвăçпа çавăрса изоляциленине икĕ тăрăх 322-шер метр тăснă. Пĕтĕм ĕçе юпа уйăхĕн 10-мĕшĕччен вĕçлеме палăртнă. Тĕп хулари Хĕвел тухăç поселокĕнче çĕкленекен «Атăл экспресĕ» микрорайонти хваттерсене хутса ăшăтма та çак магистральтен вĕри шыв парса тăма палăртнă.

Министр çумĕ Максим Иванов р е с п у б л и к ă р и к о м м у н а л лă хуçалăхпа социаллă сфера обьекчĕсене 2017-2018 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра еплерех хатĕрлени çинчен каласа пачĕ.

— Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне топливо-энергетика комплексĕн — 93%, коммуналлă хуçалăхсенчи обĕектсен 93,5% ĕçе пикенме пултарать, — терĕ. — Йĕпреç, Комсомольски, Муркаш, Шăмăршă, Тăвай районĕсенче вĕсем юсавлă.

Социаллă сферăна тивĕçтерекен обĕектсен 7% йĕркене кĕртсе пĕтермен-ха. Ĕçе вĕçлеме икĕ эрне кирлĕ. Нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсене халех хутса ăшăтма пултараççĕ. Анчах вĕри шывпа тивĕçтерекен организацисем çав тивĕçе çирĕплетмешкĕн паспортсем илме васкамаççĕ. Ку енĕпе кăçал управляющи компанисем çителĕксĕр ĕçленине палăртмалла. Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне пурăнмалли çуртсен 48% çеç ăшă энергийĕ йышăнма пултарнине паспортпа çирĕплетнĕ. Ку ĕçе 15-мĕшĕччен пĕтермелле пулнă. Вĕри шыв парса тăракан 68 предприятирен 2-шĕ çеç паспорт илнĕ. Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕччен пурин те паспортлă пулмалла. Ăшă энергийĕпе тивĕçтерекен предприятисенчен ытларахăшĕ хваттер хуçисен шанăçне тÿрре кăларать.

Юсава вĕçлеменрен Улатăрти вĕри шыв парса тăракан организацие паспорт вăхăтра памаççĕ. Унти коммуналлă обьектсен 72,7% кăна юсаса пĕтернĕ. Хĕвел тухăç поселокĕнчи нумай хваттерлĕ 4 çурта, шкула, садике хутса ăшăтмалли котельнăя ĕçлеттерме ирĕк паракан документсем илмен.

Çĕмĕрле хулинчи «Теплоэнерго» МУП панкрута тухасси патне çитнĕ пирки нумай хутлă çуртсене хутса ăшăтмалли оборудование юсассишĕн çурла тата авăн уйăхĕсенче нимех те туман. Хулари коммуналлă хуçалăх обĕекчĕсен 70,4% çеç хута яма хатĕр. Нумаях пулмасть предприятие конкурс управленийĕ кĕртнĕ. Вăл хваттерсене вĕри шыв парса тăмалли котельнăйсене икĕ эрне хушшинче ĕçлеттерсе ярасса шанать министр çумĕ.

Асăннă обьектсемпе усă курма май пуррине çирĕплетекен паспорта Çĕрпÿ районĕ те вăхăтра илеймест. 21-мĕшĕ тĕлне Красноармейски районĕнчи коммуналлă хуçалăх обĕекчĕсен 77,8% çеç паспорт пама пултараççĕ.

— Элĕк, Патăрьел, Красноармейски, Муркаш, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Етĕрне, Тăвай районĕсенчи нумай хваттерлĕ çуртсене хĕле хатĕрлесе çитернĕ, — терĕ Максим Иванов.

«Хыпар» журналисчĕ республикăри хуласенчи нумай хутлă çуртсене хăçан хутса ăшăтма пуçлассипе кăсăкланчĕ.

— Сывлăш температури 5 талăкра вăтамран 8 градус ăшă тăрсан вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пурăнмалли çуртсене хутса ăшăтма пуçласси çинчен йышăну кăлараççĕ, — ăнлантарчĕ министр çумĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.