Кун хыççăн кун

23 Авăн, 2017

Энтимĕркассисемпе Шăмăш çыннисем çутă вăрланипе палăрнă

Шупашкар районĕнчи Энтимĕркассинче тата Шăмăш ялĕнче пурăнакансем çутă вăрлама юратаççĕ. Ку хыпара асăннă муниципалитетăн ятарлă программисен пайĕнче пĕлтереççĕ.

22 Авăн, 2017

Малтикассем вутран хăранипе каçхи хурала тухнă

Çак кунсенче Канаш районĕнчи Çеçпĕл ял тăрăхĕнчи Малтикас ялĕнче каçхи хурал йĕркеленĕ. Пуçаруçи Петр Сергеев староста пулнă. Çынсем шухăша ялтисем ырласа йышăннă (сăн ÿкерчĕкре).

22 Авăн, 2017

Пушар Саша Яковлев телеоператор пурнăçне татнă

Паян, авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Шупашкар районĕнчи Хураçырма ялĕнче пушар тухнă. Унта амăшĕпе ывăлĕ вилнĕ. Ку хыпара «Хыпар» издательство çуртне Раççейĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри Тĕп управленийĕн пресс-службинче пĕлтерчĕç.

22 Авăн, 2017

Мускава — экскурсие

Совет Союзĕнче пурăнакан кашни ача çĕршывăн тĕп хулине кайса курма ĕмĕтленнĕ ахăртнех. Вăл çамрăксене кăна мар, çитĕннисене те илĕртнĕ. Телейлисен йышне пултаруллисемпе маттуррисем лекейнĕ. Чăваш пионерĕсем Мускава хавхаланупа çитнĕ пулĕ. Çак сăн ÿкерчĕке 1929 çулта тунă.

Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Эсир те килте упранакан сăн ÿкерчĕксене пирĕн редакцие ярса пама пултаратăр.

 

Pages