Комментари хушас

22 Авăн, 2017

Ĕçлекенсем тупăшаççĕ

Паян Чăваш Енре ĕç коллективĕсен Пĕтĕм Раççейри спартакиади старт илчĕ.

Тупăшусем Шупашкарти ”Олимпийский”, „Спартак” стадионсенче, маунтинбайк центрĕнче, Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕнче иртеççĕ. Чăваш Ене 42 регионтан 1200 ытла спортсмен килсе çитрĕ. Тĕрлĕ предприяти-организацисенчи спорт клубĕсемпе физкультура коллективĕсенчен йĕркеленнĕ командăсем армреслинг, баскетбол, волейбол, çăмăл атлетика, сĕтелçи теннис, шахмат, ишес, кире пуканĕ йăтас тата вĕрен туртас енĕпе вăй виçеççĕ.

Ĕç коллективĕсен спартакиадинче Чăваш Ен чысне 36 спортсмен /Елчĕк районĕнчи „Прогресс” ял хуçалăх предприятийĕн, РФ Сбербанкăн Чăваш Енри уйрăмĕн, „Газпром межрегионгаз Шупашкар” пĕрлешÿ, „Т плюс” общество, Йĕпреç райповĕн ĕçченĕсем/ хÿтĕлеççĕ. Спорт çемйисен тупăшăвĕнче Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимешри Калитовсем ăмăртаççĕ.

Паянах, каçхи 18 сехетре, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ĕç коллективĕсен спорт уявĕ иртет.