Кун хыççăн кун

22 Авăн, 2017

Моторинăн пурнăçне йытă çăлнă

Пуçламăш утăмсене кăна тăваççĕ-ха вĕсем. Анчах вĕсем сулмаклă. Ĕçĕн ырă кăтартăвĕсемпе çитĕнĕвĕсем те пур. Сăмахăм Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕнчи вĕренекенсен шырав юхăмĕ пирки.

21 Авăн, 2017

Шупашкарти хĕрарăм килте ача çуратнă

Шупашкарти Ленин районĕнче пурăнакан пĕр хĕрарăм килте ача çуратнă. Ку хыпара граждансен тăрăмне çырса пыракан пайра ĕçлекенсем пĕлтереççĕ.

21 Авăн, 2017

Туалет хучĕ çинчи чăваш элемĕсене Геральдика комиссийĕ пăхса тухĕ

Чăваш Республикин гербне ÿкернĕ туалет хучĕ сутни пирки республикăри хăш-пĕр кăларăм пĕлтерсе ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. «Хыпар» издательство çурчĕ çакна хыпарланипех çырлахас темерĕ, Чăваш Енĕн Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕсен министерствин шухăшĕпе кăсăкланчĕ.

21 Авăн, 2017

Тантăшсем сивĕ куçпа пăхаççĕ

Эпĕ 8-мĕш класра вĕренетĕп. Чун мĕнле ыратнине хальччен пĕлменччĕ. Аслисенчен илтнĕ-ха, анчах çак пĕлтерĕше ăнланман. Манăн аттепе анне ниçта та ĕçлемеççĕ. Икĕ ĕне усратпăр, вăкăр самăртатпăр — çав укçапа пурăнкалатпăр. Пирĕн ялта ĕç çук, çавăнпа анне килте тăрмашать. Атте маларах Мускава çÿретчĕ. Ĕçлесе таврăнсан укçине эрех-сăра ĕçсех пĕтеретчĕ. Юлашки вăхăтра юлташĕсем ăна пĕрле илсе кайми пулчĕç.

21 Авăн, 2017

Кичем мар уроксем

«Вĕренÿ вырсарникунĕ» проектпа килĕшÿллĕн, иртнĕ вырсарникун Çĕнĕ Шупашкарти Тĕкĕрç вăрманĕнче 2017-2018 вĕренÿ çулĕнче пĕрремĕш хут «Кичем мар уроксем» иртнĕ. Унта Раççейри шкул ачисен юхăмĕн регионти 120 хастарĕ хутшăннă.

Pages