Шупашкарти хĕрарăм килте ача çуратнă

21 Авăн, 2017

Шупашкарти Ленин районĕнче пурăнакан пĕр хĕрарăм килте ача çуратнă. Ку хыпара граждансен тăрăмне çырса пыракан пайра ĕçлекенсем пĕлтереççĕ.

Çут тĕнчене çĕнĕ çын килни çинчен калакан хута илме ЗАГСа хĕрачан ашшĕ-амăшĕ тата тĕпренчĕк çуралнине курнă çын пынă. Ача килте çуралнине курнине вăл хут çырсах ĕнентернĕ. Çапла тума "Гражданла тăрăм акчĕсем çинчен" федераци саккунĕн 16-мĕш тата 14-мĕш статйисем хистеççĕ. 

Шупашкар хулинчи Ленин районĕн ЗАГС пайĕн специалисчĕсем çулталăк пуçланнăранпа тăватă хĕрарăм килте ача çуратнине палăртаççĕ.

Теги: 

Комментари хушас