Туйсем те, тумсем те - тĕрлĕрен

15 Çу, 2015

Туйра тукмак та йăваннă тет те - хальхи мăшăрлану хăшпĕр уявне çитсе курсан тукмакшăн мар-тăк, этемшĕн тĕлĕнмелле кăсăкли тупăнатех. Ăру хыççăн ăру çитĕнет - ÿсĕм çитнĕ май, Турă çырни тупăннăçем кашниех çемье çавăрма тăрăшать. Пурнăçри паллă çак пулăма еплерех асра хăварассине кашни мăшăр хăйсен хушшинче килĕшсе татăлать. Самана ĕлĕкхи хытса ларнă йĕркесенчен пăрăнма чарманнине кура ятсăр пÿрнене çĕрĕ тăхăнма ЗАГС уйрăмне тĕрлĕ тумпа пыраççĕ çамрăксем. Шурă пĕркенчĕклĕ хĕрпе ятуллă классика костюмĕ тăхăннă йĕкĕте кăна мар, байкерсен, сунарçăсен тумĕллĕ каччăпа пикене те курма пулать регистраци иртекен залра. Акă, Шупашкарти ЗАГСрах çырăнтаракансем киносăнарсен тумĕпе капăрланнисем те, рокерсен çурăк футболкиллисем те, готсен бархатпа илемлĕ чĕнтĕртен çĕлетнĕ кĕписене тăхăннисем те пулни çинчен калаççĕ.

- Эпир кунашкал "çынсем пек мар" мăшăрсенчен тĕлĕнме пăрахнă ĕнтĕ. Хăшĕсем чăннипех те уяв техĕмне вăйлатакан çĕнĕлĕхсем шыраса тупаççĕ, - палăртать ЗАГС уйрăмĕн тĕп специалисчĕ Нина Чибрикина. - Йăларан пăрăнакансенчен ытларах çамрăксем хăйсен наци тумĕпе килни кăмăла каять. Кун пек мăшăр юлашки вăхăтра темиçе те пулчĕ.

Апрелĕн 25-мĕшĕнче, акă, хăйсем çемье çавăрнине çирĕплетме асăннă учреждение Иринăпа Рувим кăмăл тунă. Хĕрпе каччă тĕрĕллĕ чăваш кĕпипе ытла та хÿхĕм курăннă. Хăйсем кăна-и? Хăнасенчен те чылайăшĕ тури чăвашсен тумĕпе туй кĕрекине илем кÿнĕ. Хăйсен йăх-тымарне хисепленине палăртни мар-и çакă?

Наци туйăмне ЗАГСра палăртакансен йышне хăйсен тин çуралнă пепкине чăваш ячĕсем çыртаракансене те кĕртмелле. Сăмахран, юлашки уйăхсенче кăна тĕп хуламăрта официаллă документсенче Илемпи, Селемпи, Азам çут тĕнчене килни çинчен çырса хуни пур.

Сайра тĕлпулакан ятсен йышĕнче хăшсене асăнма пулать-ха? ЗАГС уйрăмĕн специалисчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх - иртнĕ уйăхра çакнашкал ятсене килĕштерекен ашшĕ-амăшĕ тупăннă: Вагиф, Иеремия, Савва, Ярахмади, Тихон, Клавдия, Ярина, Эмилия, Лейла, Оливия,Ника.

Ят хурасси - яваплă пулăм. Чи кирли - пепкесем сывă та çĕршыва юрăхлă ÿсчĕр. Çакăншăн, паллах, чи малтан эпир хамăр, ашшĕ-амăшĕ, яваплă.

 

Ирина ПУШКИНА

 

 

Теги: