Туалет хучĕ çинчи чăваш элемĕсене Геральдика комиссийĕ пăхса тухĕ
Чăваш Республикин гербне ÿкернĕ туалет хучĕ сутни пирки республикăри хăш-пĕр кăларăм пĕлтерсе ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. «Хыпар» издательство çурчĕ çакна хыпарланипех çырлахас темерĕ, Чăваш Енĕн Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕсен министерствин шухăшĕпе кăсăкланчĕ.
Герблă туалет хучĕ те пулать-им тесе тĕлĕнекенсене пĕлтерер: çапла, ун пекки те пур. «Софи» тулли мар яваплă общество кăларакан «Кузя» санитарипе гигиена тĕллевĕллĕ хут çине сарă çÿçлĕ хавас ача ÿкерсе хунă. Шăпăрлана чăваш гербĕллĕ çи-пуç тăхăнтартнă.
«Хыпар» издательство çуртне Чăваш Енĕн Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕсен министерĕн çумĕ Вячеслав Оринов алă пусса хуравланинчен ведомство республикăн Патшалăх ялавĕн тата Патшалăх гербĕн тĕп геральдика эмблемисене – «Пурнăç йывăççине» тата «Виçĕ хĕвеле» – туалет хучĕ çине ÿкерсе хунине пĕлни сисĕнчĕ. «Софи» общество Мускав облаçĕнче регистрациленнине те каланă унта. «Пĕлнĕ тăрăх, ку продукцие Чăваш Республикинче те сутаççĕ», – тенĕ çырура.
Патшалăх ялавĕн тата Патшалăх гербĕн тĕп геральдика эмблемисен – «Пурнăç йывăççин» тата «Виçĕ хĕвелĕн» – статусне «Чăваш Республикин патшалăх символĕсем çинчен» саккунта пăхса хăварнă. Унăн 9-мĕш статйин 2-мĕш пункчĕн 1-мĕш абзацĕнче пăхса хăварнă тăрăх, элемсене предприяти-организацисен республикăн Министрсен Кабинечĕ палăртнă йĕркепе килĕшÿллĕн усă курма юрать. Тепĕр майлă каласан, Чăваш Республикин Геральдика комиссийĕ ирĕк пани кирлĕ.
«Софи» тулли мар обществăн ун пек ирĕк çук. Чăваш Енĕн Культура министерстви Мускав облаçĕнче регистрациленнĕ обществăна ирĕк илме сĕнсе çыру ярса панине пĕлтерчĕ. Туалет хутне кăларакан предприяти ертÿçи Марина Петровна /хушаматне вăл каласшăн пулмарĕ/ паянхи кун тĕлне ун пек сĕнÿ вĕсем патне çитменнине ĕнентерчĕ.
Марина Петровна «Пурнăç йывăçне» тата «Виçĕ хĕвеле» тăван республикăпа мăнаçланса усă курнине, усал шухăш пулманнине палăртрĕ. «Виçĕ çул усă куртăмăр, никам та пĕр усал сăмах та каламарĕ. Манăн анне – Канаш районĕнчен. Чăваш Енпе мăнаçланнăранах вăл элеме дизайнерсене хам ÿкерме сĕнтĕм. Никама та, ниме те кÿрентерес темен», – калаçтаракан лару-тăру хумхантарнине-кулянтарнине пытармарĕ хĕрарăм.
«Софи» общество Патшалăх ялавĕн тата Патшалăх гербĕн тĕп геральдика эмблемисене хăйĕн продукцийĕ çинче усă курнине Чăваш Енри Геральдика комиссийĕн черетлĕ ларăвĕнче пăхса тухса тивĕçлĕ йышăну тăвĕç.