Кун хыççăн кун

12 Пуш, 2014

Виçĕреш тĕнчене килнĕ

Çĕмĕрле районĕн администрацийĕнче çут тĕнчене килнĕ виçĕреше регистрациленĕ. Çĕнĕ «кайăксем» нарăс уйăхĕн вĕçĕнче çуралнă.

Елена Кочергина икĕ чиперккепе пĕр паттăра пурнăç парнеличчен те ывăллă пулнă. Владислав пĕр харăс йăмăксемпе шăллĕллĕ пулса тăрасса ĕмĕтленмен те. Алина, Виктория тата Алексей çемьене чăннипех пысăклатнă. Паллах, ашшĕпе амăшĕн ĕçĕпе тивĕçĕ те пĕр ача хушăнни чухнехинчен чылай ытларах.

Çĕмĕрле райадминистрацийĕн ЗАГС ĕçченĕсем телейлĕ çемьене малашнехи пурнăçра ырă кĕтменлĕхсем кăна суннă.


М.СЕМЕНОВА.

7 Пуш, 2014

Ентешне манмаççĕ

Йĕпреçри этнографи музейĕн Çар мухтавĕн пÿлĕмĕнче Аркадий Самарин художник ĕçĕсен куравĕ уçăлнă. Ăна сăрă ăсти çуралнăранпа 95 çул çитнине халалланă.

Экспозицире - çирĕм ытла картина, йывăçран касса кăларнă скульптурăсем, фотодокументсем. Вĕсенче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи тĕп вырăн йышăнать. «Зима 1941», «В блиндаже перед боем», «Связисты» ĕçĕсем совет салтакĕн паттăрлăхĕпе хăюлăхне туллин уçса параççĕ.

7 Пуш, 2014

«Чунран» курав чун валли

Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музейра И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетăн аслă преподавателĕн, ЧР Художниксен союзĕн членĕн Надежда Егоровăн «Чунран» куравĕ уçăлнă. А.Алимасовăн, В.Бритвинăн, Р.Ермолаевăн, В.Гуринăн вĕренекенĕ - Надежда Владимировна - Раççейре, тĕрлĕ регионра, Чăваш Енре йĕркелекен куравсене тăтăш хутшăнать.

5 Пуш, 2014

Елена Муратова - иккĕмĕш

Олимп вăййисене хутшăннă спортсменка Японири Инавасиро хулинче иртнĕ тĕнче кубокĕн 19-мĕш тапхăрĕнче могул енĕпе тупăшса пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарнă.

5 Пуш, 2014

«Юман валли - сăпка»

Муркаш районĕнче «Çут çанталăкпа килĕшÿре пурăн, юратнă Муркаш енĕм!» проектпа килĕшÿллĕн «Юман валли - сăпка» тĕпчев ĕçĕсен конкурсĕ иртнĕ.

Ăна асăннă район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спортăн информаципе меслет центрĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - ачасемпе çамрăксене тĕпчевпе шырав ĕçĕсене ытларах явăçтарасси, тăван тăрăха юратма, хаклама вĕрентесси.

Pages